Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

 Февралĕн 15-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта районти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, район прокурорĕ Андрей Афанасьев, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.

Ларура депутатсем пăхса тухнă тăватă ыйтуран Патăрьел районĕнчи депутатсен Пухăвĕн "Патăрьел районĕн 2022 çул тата планпа пăхнă 2023 тата 2024 çулсен бюджечĕ çинчен" калакан йышăнăвне улшăнусем кĕртни пулчĕ. Вăл район аталанăвĕпе çыхăннă кашни сферăнах пырса тивет. Унпа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова паллаштарчĕ.

 Çавăн пекех ларура 2020 çулхи октябрĕн 29 тата 2021 çулхи декабрĕн 16-мĕшĕсенчи депутатсен Пухăвĕн йышăнăвĕсене улшăнусемпе хушусем кĕртнине те пăхса тухрĕç. Кунтах район администрацийĕн организаципе тĕрĕслев ĕçĕсен тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алина Ильина Чăваш Республикинче муниципалитет округĕсем тунă май вĕсен чиккипе тата статусĕпе çыхăннă проектпа паллаштарчĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



18 февраля 2022
09:21
Поделиться