Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнỹ савăнтарать

Ярославль хулинче акватлонпа Раççей шайĕнчи ăмăрту иртрĕ. Унта 10 регионтан 370 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Чăваш Ен чысне Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем хỹтĕлерĕç. Карина Антонова, Ольга Краснова пĕрремĕш, Азалия Салихова, Тимофей Иванов иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ева Рубцова, Алсу Кучатова, Самира Салихова, Кира Рубцова, Кристина Заббарова, Даниил Иванов, Артем Путяков, Андрей Сулагаев та лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Пурте медальсемлĕ тата парнесемлĕ пулчĕç.

Ачасене ăмăртусене В.Платоновпа С. Рубцова тренер-преподавательсем хатĕрлеççĕ.

А. ИВАНОВА



18 февраля 2022
09:28
Хроника мероприятий
Поделиться