Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аталану çул-йĕрне уçăмлатнă

Февралĕн 10-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Патăрьел районĕнчи вырăнти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Унăн ĕçне Патăрьел районĕн пуçлăхĕ - районти депутатсен Пухăвĕнчи "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти ушкăн ертỹçи, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, вырăнти политканаш, тĕрĕслев комиссийĕсен членĕсем, делегатсем хутшăннă.

 Партин вырăнти политканаш ĕçĕ пирки "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ Рудольф Селиванов отчет туса панă. Çумдокладсемпе Николай Тинюков, партин пуçламăш уйрăмĕсенчи Шăнкăртамри тата Кĕçĕн Патăрьелĕнчи секретарĕсем Гельсирень Абейдуллова тата Николай Рубцов тухса калаçнă.

Конференцинче çавăн пекех тĕрĕслев комиссийĕн председателĕ Петр Ялуков отчетлă тапхăрти ĕçпе паллаштарнă.

 Отчетпа суйлав конференцийĕнче партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ пулма Рудольф Селиванова суйланă. Партин Чăваш регион уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцине Минсур Валитов, Наталья Емелина, Наталия Алексеева делегатсем пулса тата партин регионти политканаш членĕ Рудольф Селиванов хутшăнĕç.

Конференцинче районти обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăнакан парти членĕсене партин регионти уйрăмĕн Тав çырăвĕпе чысланă, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин çĕнĕ членĕсене партбилет панă.

(Хамăр корр

Авангард



15 февраля 2022
08:55
Поделиться