Ĕç ушкăнĕ ашшĕ-амăшĕпе куçа-куçăн калаçнă
РАЙОН администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссипе профилактика субъекчĕсем кашни уйăхрах ял тăрăхĕсене тухса тĕрлĕрен сăлтавпа айăпа кĕнĕ, йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасен килĕсенче пулаççĕ, вĕсен пурнăç условийĕпе палашаççĕ, ашшĕ-амăшĕ пепкисене тимлĕх уйăрнипе, пушă вăхăта мĕнле ирттернипе кăсăкланаççĕ. Юлашкинчен ĕç ушкăнĕ Сăкăт ял тăрăхĕнчи пилĕк çемьере воспитани илекен ачасен пурнăç условийĕпе кăсăкланнă, ашшĕ-амăшĕпе куçа-куçăн курнăçса калаçнă. Паянхи кун районти 54 çемьери 135 ача ятарлă тимлĕхре.
Авангард