Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тăрăшса вĕреннĕрен

Хусанта тутар чĕлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиада иртрĕ. Унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен 5, Комсомольски районĕнчен 4 ача хутшăннă.

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Мериям Валитовапа (ертỹçи З.Мтеева) Дина Юмаева (Г.Абейдуллова), Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Гелназ Алеева (Г.Тазетдинова) çĕнтерỹçĕсен йышне кĕнĕ.

Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Камиль Сабирзянов (З.Тазетдинова), Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Азалия Вахитова (Г.Велиуллова) призерсем пулнă.

 Ачасене тупăшăва Ыхра Çырминчи вăтам шкулти тутар чĕлхипе литература учительници Зелфиря Тазетдинова ертсе кайнă.

 А. ИВАНОВА

Авангард



11 февраля 2022
13:19
Хроника
Поделиться