Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Район пичечĕн кунне паллă турĕç, конкурс çĕнтерỹçине чысларĕç

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чăвашла тата тутарла чĕлхесемпе тухса тăракан "Авангард" хаçатăмăр февралĕн 8-мĕшĕнче хăйĕн менельникне паллă турĕ. 1931 çулта "Паянхи сас" ятпа кун çути курнă "чун апачĕ" 91 çул тултарчĕ! Çак кунхинех хаçат редакцийĕ йĕркелесе пыракан "Çулталăк çынни" конкурс çĕнтерỹçине - Первомайскинчи ветеринари участокĕн заведующине Надежда Трофимовăна чысларĕç.

Çирĕп пултăр сан тымар, "АВАНГАРД"!

 Патăрьел район халăхне хыпар-хăнарпа тивĕçтерсе тăракан тăван хаçатăмăр çулĕпе шурсухалсен йышĕнче пулин те "чунĕпе" çамрăк-ха. Хыçа юлнă 91 çул хаçат историйĕн пуянлăхĕ, мăнаçлăхĕ çеç темелле. 91 çул-чикĕ мар! Район пичечĕн кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ уявра "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Александр Козлов массăллă информаци хатĕрĕн историйĕпе, ăна йĕркелесе яракан хастарсемпе, аталанăвĕпе, журналистсем йĕркелесе пыракан проектсемпе, творчество коллективĕн малашлăх тĕллевĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, "Çулталăк çынни" конкурса пĕтĕмлетрĕ.

"Авангард" хаçат республикăри район хаçачĕсем хушшинче вулакансен йышĕпе чи пысăккисенчен пĕри. Паянхи кун вăл 4267 çемьене саланать. Интернет çыхăнăвĕ аталанса пынă тапхăрта та хисеплĕ вулаканăмăрсем, хаçатăн тусĕсем пирĕнпех юлни савăнтарать, хавхаланса ĕçлеме, хаçатăн сăн-сăпатне улăштарма, çĕнĕ темăсем, çивĕч ыйтусем хускатма, район пурнăçĕпе, ырă аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене вулакан патне вăхăтра çитерме хистет,-терĕ вăл ĕçтешсене, пичет ветеранĕсене, вулакансене уяв ячĕпе саламланă май.

 "Авангард" хаçат ĕçченĕсен уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, районти ветеринари службин ертỹçи, "Çулталăк çынни-2011" конкурс çĕнтерỹçи Петр Ефимов хутшăнчĕç, творчество коллективне малашнехи ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем тума, вулаканпа тачă çыхăну тытса ĕçлеме ăнăçу сунчĕç.

Кирек мĕнле çуралнă кунта та ăшă та ырă сăмахсем çунат хушаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уява хутшăннă май "Авангард" хаçат журналисчĕсен çăмăл мар ĕçне, вĕсен пултарулăхне ырă хак пачĕ, малашне те районти халăх пурнăçне хăтлăлатас тĕллевпе пурнăçлакан ĕçсене, çитменлĕхсене, хисеплĕ те мухтавлă ентешсен çитĕнĕвĕсене тата ыттине те çутатса пыма пысăк ăнтăлу сунчĕ.

Районти "тăваттăмĕш влаç" ĕçченĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов та саламларĕ. "Тăван хаçатăмпа 50 çул, çур ĕмĕр çыхăну тытатăп. Кирек ăçта пулсан та ăна кăмăлтан алла тытса вулатăп", - терĕ вăл вуннăмĕш теçеткене ваклакан хаçат пĕлтерĕшне хак парса.

Хисепе çĕнсе илме те, упрама та пĕлмелле

 "Авангард" менельникĕ тепĕр сумлă мероприятипе те тỹр килчĕ. Район пичечĕн кунĕнче хаçат редакцийĕ йĕркелекен "Çулталăк çынни-2021" конкурса пĕтĕмлетрĕç, çĕнтерỹçĕне чысларĕç. Хальхинче çак хисеплĕ те сумлă ята вулакансен сĕнĕвне шута илнĕ вунă кандидатран чи нумай сасă пухса Первомайскинчи ветеринари участокĕн заведующийĕ Надежда Трофимова тивĕçрĕ.

Надежда Геннадьевнăн çак сумлă ята çĕнсе илме ĕçри пуян опычĕ, халăх хушшинчи хисепĕ, пурнăçри пултарулăхĕ çителĕклех. Ăшпиллĕ те тарават, пултаруллă та хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннă специалистшăн ахальтен мар Первомайски тăрăхĕнчен çеç мар, районти 56 ялтан тенĕ пекех хăйсен сассине паракансем йышлăн пулчĕç. 30 çул ытла ветеринари службинче тăрăшакан Н. Трофимова ку таранччен республика, район шайĕнчи Хисеп грамотисене, Тав хучĕсене сахал мар тивĕçнĕ. Районта "пилĕкпинлисен клубне" ертсе пыракан ветеринари тухтăрĕшĕн чи хакли тата пахи - район халăхĕ унăн ĕçне пысăка хурса хаклани. Çакна вăл хăй те çирĕплетрĕ.

- Юратнă ĕçре эпĕ яланах киленĕç тупатăп. Çакă, паллах, чăн малтанах манăн канăçсăр ĕçе мăшăрăм ăнланнинчен те нумай килет. Кунне-çĕрне, çилне-тăвăлне пăхмасăр çынсен ыйтăвне тивĕçтерме, чĕлхесĕр янаварсене пулăшма васкатăп. Тавах пурне те маншăн хăйсен сассине параканнисене, манăн ĕçе хакланăшăн. Çак хисеплĕ ят малашне тата ытларах хавхаланса ĕçлеме çеç пулăшĕ, вулакансен шанăçне тỹрре кăларасчĕ, - хăйне пысăк хисеп тунăшăн чун-чĕререн тав турĕ Н. Трофимова.

Сăмах май каласан, Надежда Трофимова асăннă конкурсра çĕнтернĕ районти 19-мĕш хастар пулчĕ.

А. ЕГОРОВА

Авангард



11 февраля 2022
13:18
Поделиться