Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Музейпе паллашнă, удостоверени панă

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, "Чăвашгосснаб" пĕрлешỹ директорĕпе Валерий Антоновпа пĕрле Туçа ял тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Вĕсем районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе, Туçари вăтам шкул директорĕпе Петр Шашкинпа Туçара пурăнакан Валерий Салмин ĕç ветеранĕн çурт-музейне çитсе курнă.

Сăмах май, Валерий Иванович - халăх академикĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ, А. П. Айдак ячĕллĕ "Халăх умĕнчи ĕçсемшĕн" орден кавалерĕ, Чăваш наци ăслăлăхпа ỹнер академийĕн "2021 çулти обществăпа наука ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн" преми лауреачĕ.

Экспонатсемпе паллашнă хыççăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов хисеплĕ таврапĕлỹçĕне депутат пулăшуçи пулнине çирĕплетекен удостоверени панă.

(Хамăр корр.)

Авангард



11 февраля 2022
13:15
Поделиться