Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йывăр атлетсен çитĕнĕвĕсем

Февралĕн 4-9-мĕшĕсенче Орел хулинче хĕрарăмсемпе арçынсем Раççей кубокне çĕнсе илессишĕн йывăр атлетикăпа ăмăртăва тухрĕç. Ăста спортсменсем 20 виçе категорийĕпе тупăшрĕç. Чăваш Ен командинче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çитĕннĕ яш-кĕрĕм те пулчĕ.

 Наталия Шаймановапа Александр Мышов Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКари ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн йывăр атлетика уйрăмĕн выпускникĕсем. Вĕсене малтанхи хăнăхусене илме Николай Зиминпа Александр Давыдов тренер-преподавательсем пулăшнă. Халĕ çамрăксем Раççей спорт мастерĕ В.С.Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче ăсталăха туптаççĕ.

 Çакна палăртма кăмăллă: черетлĕ ăмăртура 67 килограмм таранчченхи виçерисемпе тупăш- са Александр Мышов (ỹкерчĕк- ре, сулахайри) штангăна икĕ енлĕ (280 килограмм) йăтса иккĕмĕш вырăна тухрĕ.

Тĕнче класлă спорт мастерĕ Наталия Шайманова вара 59 килограмм таранчченхи виçерисенчен каллех икĕ енлĕ йăтса (196 килограмм) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

А. ИВАНОВА

Аавнгард



11 февраля 2022
13:20
Хроника мероприятий
Поделиться