Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турниртан - медальсемпе

Ульяновск облаçĕнчи Инза хулинче каратэ енĕпе регионсем хушшинче турнир иртнĕ. Унта тĕрлĕ çĕрти 10 хуларан 200 ытла спортсмен хутшăннă. Юхма енпе Пăлаçи тăрăхĕнчи хĕрарăмсен пĕрлештернĕ команди те ку енĕпе тупăшусене явăçма хатĕрленсе çитнĕ. Çакнашкал пысăк шайри ăмăртăва пуçласа хутшăннă. Çапах та вĕсем хăйсен тăрăшулăхне кăтартса çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçме пултарнă. З. Зергирова ката категоринче ылтăн, тепĕр тытăçура пăхăр медальсем çĕнсе илнĕ. К.Никитина катапа тытăçура пăхăр, абсолютлă виçе категорийĕнче кĕмĕл медальсемлĕ пулнă. К.Иванова та икĕ кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Л.Зергирова ката тата тепĕр тытăçăва хутшăнса кĕмĕлпе пăхăр медале илнисĕр пуçне дебюта хутшăннă. И.Синеев катара ылтăн, тепĕр тытăçура кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

 А. ИВАНОВА

 

Авангард



08 февраля 2022
11:08
Хроника мероприятий
Поделиться