Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Свидетельствăри пилĕк е ултă "2" телей кỹрессе иккĕленмеççĕ

ЫРĂ Турă пурин ыйтăвне те тивĕçтерет: шаккакана - уçать, ыйтакана - парать...теççĕ. Пулас çамрăк мăшăрсем те хăйсен çемье пурнăçĕ ĕмĕр тăршшĕпе ăнăçлă пуласса шанса çырăнмалли куна хăйсем суйласа илеççĕ. 2022 çул ку тĕлĕшпе ăнăçлисенчен пĕри пулчĕ темелле. Районти ЗАГС пайĕнче иртнĕ уйăхра 22.01.2022 числона суйласа илнĕ Ыхра Çырминчи çамрăк мăшăр çемье çавăрчĕ. Кăçалхи февралĕн 2-мĕшĕнче те эрне варри пулнине пăхмасăрах Мăшăрлану керменĕнче Валитовсене "22.02.2022" кун ячĕпе саламланă, пилĕк "2"ллĕ паллă телей кỹрессе шанса çемье чăмăртанă ятпа ырă суннă, район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламне илсе çитернĕ.

Кăçалхи февральте тепĕр илемлĕ паллă та çамрăксене илентерет. Районти ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх февралĕн 22-мĕшĕнче те ытларикун пулнине пăхмасăрах сакăр мăшăр пĕрлешмелли куна суйланă. Çырăнтару хучĕ çинчи ултă "2"ллĕ 22.02. 2022 паллă та çемье çавăракан кашни çамрăка телей, юрату çеç парнелетĕр.

Авангард



08 февраля 2022
11:14
2022 год
Поделиться