Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пултарулăха ỹстерме - хушма вырăнсем

 Хушма пĕлỹ паракан учрежденисенче кăçал тата 800 ача пултарулăхне ỹстерме пултарĕ. Çĕнĕ кружоксемпе секцисем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата 10 районта, вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те уçăлмалла. Кун пирки калакан хушăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ алă пусса çирĕплетнĕ.

 "Вĕрентỹ" наци проекчĕ пулăшнипе наукăпа техника, физкультурăпа спорт, ỹнер, туризм енĕпе ăсталăха туптама ачасем валли хушма вырăнсем туса памалла.

А. ИВАНОВ

Авангард



08 февраля 2022
11:11
Хроника
Поделиться