Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Халăх" ятне çирĕплетрĕç

Районти культурăпа кану центрĕнче февралĕн 5-мĕшĕнче художество пуултарулăх коллективĕсен "халăх" ятне çирĕплетес енĕпе смотр-конкурс иртрĕ. Пурĕ 11 ушкăн хутшăнчĕ унта: Николай Толстов ертсе пыракан Сăкăтри халăх хорĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Верликов ертсе пыракан Каншелĕнчи "Çăлкуç" фольклор ансамблĕпе Çĕньялти "Илем" фольклор коллективĕ, Николай Стефейкин ертсе пыракан Шăхачри "Умарина" фольклор коллективĕ, Луиза Леонтьева режиссер ертсе пыракан Патăрьел халăх театрĕ, Дания Салахова ертсе пыракан Пикшик халăх театрĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Анатолий Шакин ертсе пыракан Патăрьел юрăпа ташă халăх ансамблĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Фролов ертсе пыракан Первомайскинчи "Шуçăм" фольклор ансамблĕ, Вера Кузнецова ертсе пыракан Сăкăтри пуканесен театрĕ, Анатолий Гаврилов ертсе пыракан Тури Чакăри "Чемен" фольклор ансамблĕ, Зот Степанов ертсе пыракан Пăлапуç Пашьелĕнчи "Пашьел" фольклор ансамблĕ.

 Коллективсем пĕрин хыççăн тепри куракансен тата республикăри жюри членĕсен умĕнче хăйсен пултарулăхне сцена çинче кăтартрĕç. Пурĕ 20 номер пулчĕ. Вĕсен ăсталăхне Трактор тăвакансен культура керменĕн халăх ăсталăхĕн центрĕн специалисчĕсем - Светлана Тяхмусова пай заведующийĕ, Светлана Логинова ертсе пыракан методист, Владимир Григорьев методист, "Классика" капеллăн тĕп дирижерĕ тата художество ертỹçи, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александра Васильева, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн кафедрин профессорĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурисен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн "Душа России" патшалăх премийĕн лауреачĕ, "Уяв" фольклор ансамблĕн ертỹçи Зинаида Козлова хакларĕç. Сцена ăстисен пултарулăхне пысăка хучĕç, ĕçре кирлĕ сĕнỹсем пачĕç, пурте "халăх" ятне çи- рĕплетнине палăртрĕç.

А. ИВАНОВА

 

 

Авангард



08 февраля 2022
11:12
2022 год
Поделиться