Февральте мĕн улшăнчĕ?

Февралĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре чылай çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ. Вĕсемпе кĕскен паллаштарар-ха.

ПЕНСИ

 Пенси хушăнать. Раççей Патшалăх Думи ĕçлемен пенсионерсен страховани пенсине, декабрьтипе танлаштарсан, 8,6 процент индексацилесси çинчен калакан саккун проектне ырланă. Январьте пенсисене 5,9 процент пысăклатнăччĕ. Çапла майпа февральте пенсионерсем пĕр тỹлевпе январьшĕн паракан хушăма тата февральшĕн индексациленĕ виçене туллин илĕç. Индексаци хыççăн ĕçлемен пенсионера ватлăхра паракан пенсин вăтам виçи 18,984 тенкĕпе танлашĕ.

Маларах Владимир Путин Президент пенсие инфляцирен пысăкрах виçепе ỹстермелли çинчен каланăччĕ. Вăл çакнашкал майпах ШĔМ, МЧС, прокуратура, Следстви комитечĕн, ытти тытăм пенсионерĕсен пенсине те çĕнĕрен шутласа палăртма хушнăччĕ. Пĕтĕмпе 2,6 миллион çыннăн пенсийĕ пысăкланма тивĕç.

ПОСОБИ

 Февралĕн 1-мĕшĕнчен ачасемшĕн паракан социаллă пособисем те пысăкланчĕç. Ача çуралсан пĕр хут паракан тỹлев 8,4 процент ỹсет - 20472 тенкĕпе танлашать. Ача 1,5 çул тултариччен ăна пăхнăшăн тỹлекен чи пысăк виçе 2022 çулта 31282 тенке çитĕ.

Пĕрремĕш тата иккĕмĕш ача 3 çул тултариччен паракан тỹлев тĕлĕшпе кăçал улшăнусем пур. Ыйтса çырнă чухне регионти пурăнма кирлĕ виçене тĕпе хумалла. Тỹлев çав виçепе шайлашуллă пулĕ. Пурăнма кирлĕ икĕ виçерен иртмен тупăшлă çемьесем кăна пулăшу ыйтайĕç.

Унсăр пуçне çемьесен 3-7 çулсенчи ачасемшĕн уйăхсерен тỹлев илме ирĕк пур. Ачашăн паракан укçа виçи регионти пурăнма кирлĕ виçен 50, 75 е 100 процентпа танлашма пултарать. Тупăш пурăнма кирлĕ виçерен иртмесен тулли мар çемьесем 8-17 çулсенчи ачасемшĕн те пособи илме пултараççĕ.

АМĂШĔН КАПИТАЛĔ

 Февралĕн 1-мĕшĕнчен амăшĕн капиталĕн виçине те 8,4 процент индексацилеме пăхнă. Çавна май пĕрремĕш ачашăн тỹлекен виçе 524,5 пин тенке çитнĕ (хальччен 483,8 пин пулнă), иккĕмĕшĕшĕн - 693,1 пин.

ПАРĂМСЕМ

Приставсем парăмсене шыраса илнĕ чухне граждансен шучĕсем çинче пурăнма кирлинчен кая мар виçене хăварĕç - 2022 çулта çак виçе 13793 тенкĕпе танлашать. Парăмлă çынсен çапла тумашкăн тивĕçлĕ заявлени çырмалла.

СЕРТИФИКАТСЕМ

 Февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ковид сертификатне памалли çĕнĕ правилăсем вăя кĕчĕç. Чир ернине çирĕплетекен ПЦР-тест илнĕ, çав вăхăтрах антителасем те пур, анчах врачсенчен пулăшу ыйтман граждансем те цифра свидетельствине илме пултарĕç.

Н. ДМИТРИЕВ

 

 

 

Авангард



08 февраля 2022
11:12
2022 год
Поделиться