Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Упамсари Леонтьевсем 65 çул килĕштерсе пурăнаççĕ!

 РАЙОН администрацийĕн ЗАГС пайĕ февраль уйăхĕнче сакăр мăшăра ылтăн туй ячĕпе саламлĕ. Çĕнĕ Чĕпкасри Фарид Каллямовичпа Ризида Феттаховна Камаловсем, Шăнкăртамри Минкадир Минтагировичпа Эльфинур Шафигулловна Карамасем, Рауф Идиятулловичпа Минзатия Абдулхаковна Насыровсем, Туçари Валерий Феоктистовичпа Антонина Ильинична Шашкинсем, Тури Тăрмăшри Федор Семеновичпа Лидия Порфирьевна Петровсем, Нăрваш Шăхалĕнчи Владимир Егоровичпа Мария Сергеевна Никитинсем, Тутар Сăкăтĕнчи Зекерия Сафиулловичпа Раидя Хасянзяновна Махмутовсем, Хирти Пикшикри Рафаил Шариповичпа Розалия Фасхутдиновна Алигберовсем 50 çул пĕрле пурăннине паллă тăваççĕ. Шăнкăртамри Искендер Багаутдиновичпа Рушания Шафигулловна Якушевсем, Çĕньялти Владимир Васильевичпа Раиса Матвеевна Антоновсем, Первомайскинчи Павел Фомичпа Сарра Михайловна Савиновсем вара 55 çул каялла çемье çавăрнă. Вĕсен - изумруд туй.

Упамсари Виталий Степановичпа Александра Петровна Леонтьевсемшĕн çак уйăх тата пысăкрах юбилейпе çыхăннă. Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ хисеплĕ ĕç ветеранĕсене тимĕр туй ячĕпе саламлаççĕ. Вĕсем çемье чăмăртанăранпа 65 çул çитнĕ!

Авангард



04 февраля 2022
11:25
2022 год
Поделиться