Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелĕнчи фитнес-аэробика команди çĕнтерỹпе таврăннă

ÇАК кунсенче Шупашкарти маунтинбайк центрĕнче фитнес-аэробика енĕпе мала тухассишĕн республика чемпионачĕ иртнĕ. Ăмăртура Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнчи Татьяна Торговцева тренер-преподаватель ертсе пыракан "Дети Батыра" команда "Степ-аэробика" енĕпе пĕрремĕш, "Аэробика" дисциплинăпа "Новое поколение" команда иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ.

 Кĕвĕ-çемĕ майĕпе хăвăрт хусканусем тумалли спорт тĕсĕ юлашки çулсенче пирĕн районта вăй илсе пынине палăртмалла. Унта ачасем те, çамрăксем те кăмăлтан çỹреççĕ. Фитнес-аэробикăна Татьяна Валерьевна 14 çул ертсе пырать. Çак тапхăрта вĕсем республика шайĕнче чылай ăмăртура палăрнă. Черетлĕ çĕнтерỹ вара çитĕнекен ăру спортпа туслă пулнине, пушă вăхăтне усăллă ирттернине тепĕр хут çирĕплетсе парать. Хальхи вăхăтра вăл 11-13 çулхи хĕрачасен икĕ ушкăнĕпе çеç ĕçлемест, аслă çулхисене те фитнес-аэробика хусканăвĕсене хăнăхтарать.

Авангард



04 февраля 2022
11:23
Хроника мероприятий
Поделиться