Коронавирус сарăлать, хăрушлăх ỹссех пырать

Юлашки кунсенче коронавирус çĕршывра, республикăра çеç мар, пирĕн районта та питĕ хăвăрт сарăлса пырать. Çак сăлтавпа эпир Патăрьелĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕпе Антонина Черновăпа тĕл пултăмăр.

- Антонина Валерьевна, хальхи вăхăтра кăра коронавируспа пĕрлех унăн çĕнĕ штаммĕ пирки халăхра питĕ çивĕч калаçу пырать. "Омикрон" текен чирĕн маларахри "дельтăпа" танлаштарсан мĕнлерех хăйне евĕрлĕх, хăрушлăх пур? Вăл мĕнпе уйрăлса тăрать-ши?

- Омикронăн тĕп уйрăмлăхĕ - чир питĕ пысăк хăвăртлăхпа сарăлни. Чирĕн çĕнĕ юхăмĕ пирĕн районта та палăрать. Хальхи вăхăтра уйрăмах ачасем унпа чирлеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем прививка туман, иммунитета тĕреклетмен. Аптăракансем хушшинче тĕрлĕ çулхи пур. Хальхи вăхăтра лаборатори тĕпчевĕ тунă хыççăн кашни кун 35 - 50 çыннăн коронавирус чирĕ çирĕпленет. Кăçалхи январь уйăхĕнче 185 çыннăн çак усал чир çирĕпленнĕ пулсан, юлашки икĕ-виçĕ кунта çеç тепĕр çавăн чухлĕн чирленĕ.

- Çапах та чирĕн малтанхи паллисене епле уйăрса илмелле-ха? Мĕнле сипленме пуçланмалла?

- Çакна палăртса хăварас килет. Енчен те сирĕн ỹт температури 38 градусран иртмен пулсан килти режима пăхăнмалла. Сăмсана тумлатмалла, парацетамол, витаминсем ĕçмелле. Шыв нумай усă курни те пĕлтерĕшлĕ. 3-4 кунтан çак йывăрлăх иртсе каймалла. Чирĕн паллисем пулма пуçласанах поликлиникăна пырса çỹрени ăна сарăлма çеç парать. Мĕншĕн тесен унăн инфекцийĕ тепĕр çынна сывлăшпа ерет. Çавăнпа та ун пек чухне чăтăмлăх, режима пăхăнни кирлĕ.

Омикрон палли: вăй чакать, пуç ыратать, хăш-пĕр чухне апат тутине пĕлместĕн. Симптомсем унчченхи ОРВИ чирĕ чухнехи пекех темелле. Температура ỹсет, сунас, пыр ыратать, ỹсĕрттерет. Çавăнпа та лаборатори тĕрĕслевĕ ирттермесĕр коронавирус варианчĕпе чирленине пĕлме май çук. Хăшĕсен ỹт температури те пулмасть, ачасен ỹчĕ çине тапса тухать. Чи хăрушши - омикрон бронхпа ỹпкене питĕхăвăрт сиенлеме пултарни. Çавăнпа та чиртен асăрханса профилактика тăвассине пурин те пысăк вырăна хурса хакламалла.

 - Çĕнĕ штамм серепине çаклансан хăтăлса тухма çăмăл мар. Çапах та унтан асăрханма, сыхланма пулатех ĕнтĕ. Чăн малтанах мĕн сĕннĕ пулăттăр?

 - Лару-тăрăва лайăхлатма тỹрех çăмăл мар, паллах. Çапах та маска режимне çирĕп пăхăнни, антисептикпа усă курни, вăхăтра вакцинациленни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнни чире парăнтарма пулăшакан енсем. Питĕкирлĕ сăлтавпа çеç çын йышлă пулакан вырăнсене тухмалла. Уйрăмах вакцинациленменнисен, тĕрлĕрен чирпе нушаланакансен, аслă çулхисен коронавирус ересрен профилактика йĕркисене çирĕп пăхăнмалла.

 Сăмах май каласан, районти халăхăн 69 проценчĕ вакцина яртарнă. Чылайăшĕ ревакцинаци те туса пырать.

 Вирус организма питĕ нумай токсин кăларать, чирлĕ вырăна тата ытларах сиенлет. Çавăнпа та ковидпа чирлесе ирттернисем те ытларах час ывăнни, ĕç хăвăртлăхĕ чакни, ăс-тăн хавшани пирки калаççĕ. Омикрон чирĕ вăй илсе пынине кура РФ сывлăх сыхлавĕпе Роспотребнадзор уйрăмах аслă ăру çыннисемшĕн вакцина тăвасси пĕлтерĕшлĕ пулнине асăрхаттараççĕ те. Ун пек чухне пациента чире парăнтарма та çăмăлтарах.

- Антонина Валерьевна, чир хăвăрт сарăлни чăн малтанах районти тĕп больницăра ĕçлекенсен яваплăхне ỹстерме ыйтать. Маларах кун пек йывăрлăхсене чăтса ирттертĕмĕр пулин те шурă халатлисем чирлисене йышăнма хатĕр-и?

- Пирĕн районта коронавирусран сипленме тăхăр районтан, республикипех килеççĕ. Вырăнсем çителĕклĕ, пациентсене сиплеме услови пур. Тухтăр сĕннĕ канашпа килте сипленекенсем те йышлă. Вĕсене тăтăшах пăхса, сăнаса тăратпăр.

 - Тепĕр чухне çакнашкал лару-тăрура çынсем пăлханнине, сехĕрленсе ỹкнине сăнама пулать. Вĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр?

- Нумай пулмасть Раççей сывлăх министерстви коронавируспа чирлекенсене, ăна уйрăм паллăсемсĕр, сарăмсăр ирттерсе яракансене тата респираторлă вирус инфекцийĕпе чирлеме пултаракансем валли ятарлă памятка пичетлесе кăларчĕ. Унта шăпах чир палли пулсанах çыннăн хăйне мĕнле тытмаллине, мĕн тумаллине тата ыттине те ăнлантарса панă. Вăхăтра асăрханă чире вара парăнтарма та ансат.

 -Тавах калаçушăн. Пурте сывлăхлă пулар.

КалаçăваА. ЕГОРОВА çырса илнĕ

Авангард



04 февраля 2022
11:31
Публикации,
Публикации
Поделиться