Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Канмалли кунсенче те йышăнатпăр

 Вируслă инфекци (ОРВИ) чирĕ сарăлнăран медицина учрежденийĕсем хăйсен ĕç вăхăчĕсене улăштарчĕç. Халĕ районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕнче пациентсене тунтикунран пуçласа эрнекунччен йышăннипе пĕрлех шăматкун ирхине 7 сехетрен пуçласа 19 сехетчен, вырсарникун 8 сехетрен пуçласа 13 сехетчен йышăнатпăр.

Коронавирус инфекцийĕ пуррипе çуккине кашниех тĕрĕслеттерме пултарать.

Куллен 4 бригада вырăнсене тухса çỹрет. Вакцинаци пункчĕсем ĕçлеççĕ. Вăхăтлăха диспансеризаци, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухассине чармалла пулчĕ.

Пациентсем хăйсен ыйтăвĕсене 61-8-93 номерпе шăнкăравласа та уçăмлатма пултараççĕ.

 Тепĕр хут çакна аса илтеретпĕр: вакцина яртарни чиртен хỹтĕленме е вăл ерес пулсан та çăмăллăн ирттерме май паратех. Çавăнпа та прививка тутарма тăрăшмаллах. Хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен сывлăхне упрăр!

 Н.ТИНЮКОВ, район больницин тĕп врачĕ

Авангард



04 февраля 2022
11:26
Публикации
Поделиться