Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăçал 11 проекта пурнăçа кĕртмелле

"Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ" муниципаллă программăн "Ял территорийĕсен инфратытăм йĕркеленĕвĕ тата аталанăвĕ" çум программипе килĕшỹллĕн 2021 çулта районта 18,17 млн тенкĕлĕх 15 пуçару проектне ĕçе кĕртнĕ.

 Вĕсенчен ытларах пайĕпе масар территорийĕсене тата ун таврашĕсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте усă курнă: пилĕк çăва тавра карта тытнă, икĕ тĕлте çула тикĕсленĕ, пĕр çурта хăтлăх кĕртнĕ. Çавăн пекех асăннă проектпа усă курса виçĕ автоçула, шыв каякан пăрăха юсанă, пĕр кỹлле тасатнă, культура çурчĕн территорине тирпейленĕ, стела вырнаçтарнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 2017-2021 çулсенче республика бюджечĕ пулăшнипе тĕрлĕ сферăра 100 млн тенке яхăнлăх 94 пуçару проектне реализациленĕ.

 2022 çулта пĕрремĕш тапхăрпа 27,5 млн тенкĕлĕх 11 проект пурнăçламалла, вĕсен шутне Кивĕ Катекри масар тавра карта тытасси, Шăнкăртамри пĕрремĕш çăвана тирпейлесси, Тикешре масар патне пыракан çула вак чулпа сарасси, Кивĕ Ахпỹртри Наречная (1-мĕш çуртран пуçласа 26-мĕш таран), Луговая урамсенчи, Кзыл-Чишмари Чапаев тата Ш. Рахимов ячĕллĕ кассенчи çулсене юсасси, Патăрьелĕнчи Молодежная тата Славянская урамсенчи автоçула асфальтпа бетон хутăшне сарасси, Именкассине пырса кĕнĕ çĕре стела вырнаçтарасси, Кĕçĕн Шăнкăртамри кану вырăнне хăтлăлатасси, Ыхра Çырминчи кỹлле тасатасси, Шăнкăртамра служба транспорчĕсем валли ăшă гараж тăвасси кĕрет.

(Хамăр корр.)

Авангард



04 февраля 2022
11:36
Хроника
Поделиться