Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йывăр атлетикăна кăмăллаççĕ

 Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкарта йывăр атлетикăпа республикăра мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Унта ачасемпе çамрăксен Патăрьелĕнчи спорт шкулĕн секцине çỹрекенсем те хутшăнчĕç. 41 килограмлă виçерисенчен Алманчăри Артем Каруевпа йывăртараххисенчен Меркурий Быков иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Вĕсем иккĕшĕ те саккăрмĕш класа çỹреççĕ. Павел Быковăн вара ку хутĕнче те тăваттăмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ

. Секцине кĕçĕн тата аслă ушкăнсене 17-шер ача çỹрет. Вĕсем пурте йывăр атлетикăна кăмăллаççĕ.

 Н. ЗИМИН, тренер-преподаватель.

Авангард



04 февраля 2022
11:43
Хроника мероприятий
Поделиться