Çил-тăман чăрмав ан пултăр
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче район пĕлтерĕшлĕ çулсем 131 çухрăм, вырăнтисем 344,7 çухрăм йышăнаççĕ. Район шайĕнчисене виçĕ организаци - И. Рубцова, Л. Манзуркина индивидуаллă предпринимательсем тата Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ - пăхса, юртан тасатса тăрать. 19 ял тăрăхĕнчи çулшăн 21 организаци яваплă.
Хĕллехи çул çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх ан кăлартăр тесе юртан тасатма тата пăрлă вырăнсене хăйăрпа тăвар хутăш сапма 22 техника - КДН, КамАЗсем, тракторсемпе грейдерсем - хутшăнать. Çула тухма çанталăкăн, талăкăн хăть хăш вăхăтĕнче те хатĕр пулччăр тесе вĕсене ăшă гаражра тытаççĕ. Çавăн пекех вăй хуракансем хушшинче дежурство та йĕркеленĕ. Водительсене ĕçлеме, канма условисем çителĕклĕ.
Район шайĕнчи çулсем тасалăхĕпе тата хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтермеççĕ пулсан çул-йĕре тасатакансем патне тỹрех шăнкăравласа пĕлтерме, асăрхаттарма май пур: И. Рубцовăна - 89063887506, Л. Манзуркинăна - 89050280616, район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфратытăм аталану пайĕн начальникĕн çумне А. Владимирова 88353261178 телефонпа шăнкăравламалла е construct5-batyr@cap.ru электрон почтипе хыпарламалла.
Вырăнтисене тасатманни е ĕçе çиелтен çеç пурнăçлани пирки ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пĕлтермелле.
Хĕлĕн юлашки уйăхне кĕтĕмĕр пулсан та çил-тăман тустарасси пулатех. Çавăнпа та çул-йĕре вăхăтра юртан тасатса тăма май тупмаллах.
О. ПАВЛОВА
Авангард