Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хыҫра - 90 ҫул: Нина Трофимовна Мамуткина

Хыҫра - 90 ҫул: Нина Трофимовна Мамуткина

   Аслӑ ӳсӗмри ҫынсемпе калаҫмашкӑн яланах кӑмӑллӑ. Сителти Нина Трофимовна Мамуткина пек ырӑ та таса чунлӑ, ӑшпиллӗ хӗрарӑмпа пушшех те.   Маттур та сӑпайлӑ Нина аппан чӑннипех ҫамрӑксене ӑс-канаш вӗрентсе каламалли пайтах.    

  Нина Трофимовнӑн ачалӑх кунӗсем хаяр вӑрҫӑ алхаснӑ саманта лекнӗ. Ҫавна пулах вӑл ытти шӑпӑрлансем пекех мӗн пӗчӗкрен ӗҫе кӳленнӗ. Малтанласа кил таврашӗнче тӑрӑшнӑ. Каярахпа аслисемпе колхоз ӗҫне те хутшӑнма пуҫланӑ. Ҫулӗсем сахал пулсан та нихӑҫан та нӑйкӑшман, унта эпӗ каймастӑп, ку ӗҫе тумастӑп тесе кутӑнланман. Ҫуллахи шӑрӑхра та, хӗллехи сивӗ кунсенче те хушнӑ вырӑна ҫитсе пултарнӑ таран вӑй хунӑ. Усал тӑшмана пулах хӗр ача шкулта 3 класс ҫеҫ вӗренейнӗ. Ҫапах Нина Трофимовна питӗ тавра курӑмлӑ ҫын. Вӑл пушӑ вӑхӑт тупса килте те ӑс пухнӑ, кӗнекесем самай вуланӑ. Шкул хыҫҫӑн фермӑна вырнаҫнӑ. Унтанах тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ. Ҫамрӑк чух пӗр вӑхӑт Мускав тӑрӑхӗнче те ӗҫлеме тивнӗ.    

   Тӑван ҫӗршывшӑн ҫутӑ кунсем ҫитсессӗн халӑх пурнӑҫ ҫӑмӑлланасса шаннӑ. Анчах та тӑшман аркатнӑ тӑрӑха аталантарма питӗ нумай вӑй кирлӗ пулнӑ. Ҫавна пулах Нина аппа вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫӗнче те нушине самай тӳснӗ.  

    Хӗр пӗве кӗрсен пур ҫӗрте те маттур пикене Сител каччиех куҫ хывнӑ. Василий Мамуткина хӑй те кӑмӑлланӑран вӗсем ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Ҫакӑ мӑшӑр килӗшӳпе юратура пилӗк тӗпренчӗкне кун ҫути парнеленӗ. Вӗсене тӗрӗс тӗкел пӑхса ырӑ ҫын пулма вӗренсе ҫитӗнтернӗ. Шел пулин те Нина Трофимовнӑн мӑшӑрӗ ир ҫӗре кӗнӗ. Ҫак хуйха хӗрарӑм ачисемпе йӑпанса, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе савӑнса чӑтса ирттернӗ. Халӗ Мамуткинсен тӗпренчӗкесем амӑшне пӑхса ҫитӗнтернишӗн тав тӑваҫҫӗ, тӑван килне тӑтӑш килсе савӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ. Яланах ӑна юратни, хисеплени ҫинчен пӗлтерме васкаҫҫӗ. Нина аппана унсӑр пуҫне 12 мӑнукӗ тата 9 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ, пурӑнма вӑй-хал параҫҫӗ.

   Паянхи кун ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ хӗрарӑм 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫак ятпа ӑна саламлама мӗн пур тӑванӗ, ачисемпе мӑнукӗсем пуҫтарӑннӑ. Аякра пурăнакан ывăл- хĕрĕсем те инçе çула кĕскетсе килме май тупнă. Çакăн пек ырă та кăмăллă, тăван ялшăн яланах тертленнĕ ӗҫ ветеранне Аслă Арапуç ял тăрăхĕ те манса каймарĕ. Ăна хисеп туса çак сумлă паллă кунпа Патӑрьел район депутачӗ Юрий Степанов, Аслă Арапуç ял тăрăхĕн специалистчӗ Валентина Ильина, Аслă Арапуçĕнчи культура çурчĕн ертÿçи Розалия Ефимова, Аслă Арапуçĕнчи депутатсен пухăвĕн депутачĕ Валерий Фролов тата Сителти культура ӗҫченӗсем саламларĕç.

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам открыткийĕпе пĕрле тав хучĕпе хакланă май Нина Трофимовна яланах паянхи пек çирĕп сывлăхлă пулма, çакăн пек савăк кăмăлпа çÿреме сунса асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.     Юбиляр та хаклă хăнасене тав туса техĕмлĕ курăксенчен вĕретнĕ сиплĕ чейпе хăналарĕ.    



04 февраля 2022
12:12
2022 год
Поделиться