Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чи пысăк балл пухнă

 Чăваш патшалăх аграри университечĕ агрокласра вĕренекенсем хушшинче конкурс ирттернĕ. Комисси членĕсем дисциплинăпа хатĕрленĕ тестпа 21 ача 80 балтан ытларах пухнине палăртнă. Вĕсенчен вуннăшĕ Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта пĕлỹ пухаççĕ: Мария Куделина, Ксения Мишина, Елена Хитрова, Владимир Гаврилов, Карина Кошкина, Егор Егоров, Ольга Еллина, Алевтина Румянцева, Алексей Карягин, Илья Иванов.

 Сăмах май, çак вĕренекенсенчен виççĕшĕ - К. Мишина, Е. Хитрова, Е. Егоров - Чăваш патшалăх аграри университечĕн стипендиачĕсем.

(Хамăр корр.)

Авангард



04 февраля 2022
11:29
Хроника
Поделиться