Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ пỹлĕм шăпăрлансемшĕн чухах

ИРТНĔ çулхи ноябрь уйăхĕнче районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрта "Тимлĕ алăсем" ("Заботливые руки") социаллă проектпа килĕшỹллĕн "Пĕр сехетлĕх няня" пỹлĕм уçăлчĕ. Центр начальникĕ Анисия Воробьева хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх проект социаллă йывăр лару-тăрура пурăнакан, йăла ыйтăвĕсем тивĕçтерсех кайман çемьесенче çитĕнекен 3 - 7 çулхи ачасене вăхăтлăх (пĕр сехетрен ытла мар) хăйсен хỹтлĕхне илессипе, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттерессипе çыхăннă. Çав вăхăтрах çакă шăпăрлансене килте хăйсем тĕллĕн хăварса хăрушлăх кăларса тăратасран та сирет.

Ачасен асăннă учрежденире 8.00 сехтерен пуçласа 17.30-ччен пулма май пур. Çак вăхăтра вĕсемпе центрăн ятарласа вĕреннĕ специалисчĕсем ĕçлеççĕ. Шăпăрлансене валли кунта пулма кирлĕ условисем çителĕклĕ. Çак çăмăллăхпа усă курас текен ашшĕ- амăшĕн Патăрьелĕнчи халăха социаллă çăмăллăхпа тивĕçтерекен центра маларах пĕлтерсе хумаллла е çырупа тухмалла.

Авангард



01 февраля 2022
11:03
2022 год
Поделиться