Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Çăкăр" музейĕ вăрçă паттăрĕсен куравне йĕркелеме хатĕрленет

 ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчен пирĕн çутă малашлăхшăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсем сахал мар. Вĕсенчен Сталинград, Ленинград хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăннисем те, Брест крепоçĕ, Курск пĕкки патĕнчи çапăçусенче пуçне хунисем те, çĕнтерĕве Берлинта кĕтсе илнисем те пур. Çамрăксене çарпа патриотла воспитани парас тата ентешĕмĕрсене асăмăрта хăварас тĕллевпе районти "Çăкăр" музейĕн ĕçченĕсем çывăх вăхăтра çав çапăçусене хутшăннă салтаксен сăн ỹкерчĕкĕсене тата вĕсен кĕске биографийĕсене пуçтарса курав йĕркелесшĕн. Пархатарлă ĕçе вăрçă паттăрĕсен тăванĕсем, район çыннисем хутшăнса хăйсен çемье архивĕнче упранакан сăн ỹкерчĕксене музее çитерме пултараççĕ.

Хăвăрăн ыйтăвăрсене 62-0-64 телефонпа шăнкăравласа уçăмлатма пултаратăр.

Авангард 



01 февраля 2022
11:26
2022 год
Поделиться