Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Коронавирус ваттине те, çамрăкне те тиркемест...

УСАЛĂН ури саккăр, теççĕ ваттисем. Вăл питĕ хăвăрт ĕрчет, сарăлать. Иртнĕ çулхи çак вăхăтри коронавирус пандемийĕпе танлаштарсан, кăçал усал чир ваттисене çеç мар, çамрăксене те, ачасене те парăнтарать. Сипленекенсен йышĕнче 1-18 çулхисем ытларах. Ялсемпе илес пулсан Патăрьелĕнче, Шăнкăртамра, Нăрваш Шăхалĕнче çĕнĕ коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсем нумайрах.

Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн территори уйрăмĕ чир малалла сарăласран асăрханса районта массăллă мероприятисем ирттерме сĕнмест. Район администрацийĕ çумĕнчи мобильлĕ ушкăнсем вара кашни кунах ялсене тухса обществăлла вырăнсенче, суту-илỹ магазинĕсенче, çын йышлă пухăнакан ытти вырăнта маска режимне, QR-код йĕркине пăхăннине, антисептикпа усă курнине тĕрĕслеççĕ, ку тĕлĕшпе йĕркене çирĕп пăхăнни чир малалла сарăласран хỹтĕленме май панине ăнлантараççĕ. Иртнĕ эрне вĕçĕнче çеç мобильлĕ ушкăнсем çак тĕллевпе йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе пĕрле Патăрьел, Сăкăт, Тутар Сăкăт ял тăрăхĕсенче пулнă.

Авангард

 

Авангард



01 февраля 2022
11:28
Публикации
Поделиться