Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çырури тĕллевсем халăх ырлăхĕшĕн, пурнăç хăтлăхĕшĕн

Январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне черетлĕ Çырупа тухать. Олег Алексеевич унта кăçалхи тата малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарать. Унччен 2021 çулта Çырура палăртнă ĕçсене районта еплерех пурнăçа кĕртсе пынине кĕскен тишкерер-ха.

"Сывлăх сыхлавĕн малтанхи сыпăкне çĕнетесси те кăçалхи чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевсен шутне кĕрет: çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсемпе врач подразделенийĕсем пулмалла, сывлăх сыхлавĕн 36 объектне компекслă майпа юсамалла".

(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2021 çулта янă Çыруран).

 Сывлăх пулмасан сар хĕвел çути те савăк мар, çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ республикăра, районта. Ялсенче чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма, профилактика тума фельдшерпа акушер пункчĕсем кирлĕ. Ку ыйтупа çине тăрсах ĕçленине палăртма кăмăллă. Акă, иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче районти 5 ялта - Ишлĕре, Каншелĕнче, Треньелĕнче, Тăрăнта тата Кĕçĕн Патăрьелĕнче - "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн ФАПсем уçăлчĕç. Шăнкăртамра вара иккĕмĕш врач амбулаторийĕ халăха йышăнма пуçларĕ. Сыватмăшсем тăвассипе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кăçал та малалла ĕçлеççĕ. "Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине модернизацилесси" программăпа Сăкăтра врач амбулаторийĕ тума пикеннĕ. 2025 çулччен тата 7 врач амбулаторийĕ çĕклеме палăртнă.

 ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев 2021 çулхи Çырăвĕнче массăллă спорта аталантарасси, пирĕн районта стадион тума пăхса хăварни пирки те асăннăччĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче республика ертỹçин сăмахне çилпе вĕçтерменнине çирĕплетме пулать. Треньелĕнче "Демографи" наци проектĕнчи "Спорт - пурнăç норми" регион проекчĕпе килĕшỹллĕн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли уçă комплексне тунă. Кунта футболла, баскетболла, волейболла выляма та, çăмăл атлетикăпа тренировкăсем тума та, тренажерсемпе ỹт-пĕве çирĕплетме те май пур. Куракансене валли ларма 100 вырăн хатĕрленĕ. Стадионăн лаптăкĕ 10 пин тăваткал метрпа танлашать. Районта искусственнăй газонлă футболла вылямалли стадион Патăрьелĕнче кăначчĕ, халĕ Треньелĕнче те пулать. Патăрьел районĕн 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономикăн комплекслă аталанăвĕн программинче тата Нăрваш Шăхалĕнче (2022 çул), Хирти Пикшикре (2023), Первомайскинче (2023), Именкассинче (2024), Турханта (2025), Туçара (2026) футболла тата мини-футболла выляма ятарлă лапамсем тума пăхса хăварнă.

Çитĕнекен ăрăва вĕренме хăтлă та тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе республикăра сахал мар ĕç тунă, тăваççĕ те. "Кăçал... Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул çурчĕ çумне тĕксе тăвакан 120 вырăнлă çурта хута яма палăртнă", - тенĕччĕ 2021 çулти Çырура. Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулăн "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе тунă хушма объектне строительсем палăртнă вăхăтах туса пĕтерчĕç. Унсăр пуçне тата кивĕ пĕлỹ çуртне та йăлтах çĕнетрĕç.

 Районта "Точка роста" кабинечĕсем те çулленех хушăнса пыраççĕ.

Паяна вĕсем 10, пĕлтĕр тăваттă уçăлнă. "Паян эпир культура учрежденийĕсене хастарлăн юсатпăр, çĕнететпĕр тата ял çĕрĕнче çĕнĕ клубсем тăватпăр".

(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне 2021 çулта янă Çыруран).

Культура çурчĕ ялти пур ỹсĕмри çынсене пĕрлештерекен вырăн шутланать. Пĕлтĕр "Культура" наци проекчĕпе Нăрваш Шăхалĕнчи клуба тĕплĕн реконструкциленĕ. Ăна юсама патшалăх 10 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Çавăн пекех "Ялти культура çурчĕ" программăпа 300 пин тенкĕ ытлалăх сĕтел-пукан туяннă. Сăмах май, 2021 çулта культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетме, юсама 20 млн тенке яхăн укçа уйăрнă. Унпа Нăрваш Шăхалĕнчи, Ульяновкăри, Тăрăнти клубсене юсанă, Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулне реконструкцилеме тата Первомайскинчи культура вучахне тĕпрен юсама проект ĕçĕсене йĕркеленĕ.

Юлашки çулсенче республикăра агропромышленность комплексне аталантарма витĕмлĕ пулăшусем уйăрма пуçларĕç. ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура: "Пĕлтĕр (2020 çулта) ял хуçалăх техникине туяннипе пулакан тăкаксен пĕр пайне саплаштармалли виçене ỹстернĕ", - тенĕ йĕркесем пур. Çакă районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен техника паркне пуянлатма май пачĕ. 2021 çулта 54 трактор, тырă пухса кĕртекен тăватă комбайн тата выльăх апачĕ хатĕрлекен пĕр комплекс туяннă. Сăмах май каласан, çак тăкаксен 40 процентне каялла тавăрса панă.

Патшалăх паракан ытти çăмăллăхсене илессипе те Юхмапа Пăла тăрăхĕ чи хастар муниципалитетсен ретĕнче. Çулталăкра районти хуçалăхсене тĕрлĕ шайри хыснаран 255 млн тенкĕ ытла кĕнĕ, вăл шутран грант - 136 млн тенкĕ. 2021 çулта "Çемье фермерĕ" программăпа 7 фермер, "Агростартап" программăпа - 8, "Перспектива" программăпа 3 фермер усă курнă, пĕр кооператива пурлăхпа техника базине пуянлатма патшалăхран пулăшу тивĕçнĕ.

 Республикăн кăнтăр районĕсенче пурăнакансене ĕçме юрăхлă таса шыв çукки те питĕ пăшăрхантаратчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ку ыйтупа çине тăрсах ĕçлеме пуçларĕ. "Кăçалхи тĕллев - республикăн кăнтăр пайĕнчи темиçе пăрăхлă шыв çулĕн проектпа смета докуменчĕсене туса пĕтересси тата çав объектсене тума тытăнасси", - тесе палăртса хăварнăччĕ Çырура. Хырлари шыв управĕн- чен шыв илсе килессипе 2021 çултах "пăр тапранчĕ".

 Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси "Таса шыв" федераци проектĕнчи "Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать. Хырлари управран килекен шывпа малашлăхра 74 ял, 48 пин çын усă курма пултараççĕ. Шыв çулĕн тăршшĕ 300 çухрăм ытла, пирĕн районта 155 çухрăм тăсăлмалла.

"ПМК-Проект" пĕрлешỹ пĕрремĕш тата тăваттăмĕш йỹпписене тума проектпа смета документацийĕсене хатĕрленĕ. Пĕрремĕш комплекспа шыв Сăкăта, Шăнкăртама, Патăрьелне çитмелле, пăрăхсем хывма пуçланă. Тăваттăмĕш комплекспа шыв пăрăхĕсене Патăрьелĕнчен Пăлакассине, Козловкăна, Кивĕ Ахпỹрте, Туçана, Анат Туçана, Кĕçĕн Шăнкăртама, Тутар Тимешне, Вăтаелне, Çĕнĕ Ахпỹрте, Кивĕ Катеке çити тăсаççĕ. Кунта та ĕçе пуçăннă. Ытти йỹпĕсен проекчĕсене хатĕрлессипе те тимлеççĕ.

 2021 çулта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырури тĕллевсене районта мĕнле пурнăçланине кĕскен пĕтĕмлетнĕ май çĕнĕлĕхсем, улшăнусем пурри, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен ырлăхĕшĕн, хăтлăхĕшĕн тивĕçлĕ ĕçсем сахал мар пурнăçлани куç умĕнчех.

О. ПАВЛОВА

Авангард



25 января 2022
10:22
Поделиться