Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Петĕр Хусанкая халалласа

Петĕр Хусанкая халалласа

  Кăçалхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче чăвашсен чаплă поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Пăлапуç Пашьел шкулĕнче çак çавра çула халалласа тĕрлĕ ĕç туса ирттерчĕç. Чăваш чĕлхипе литератури пÿлĕмĕнче Светлана Никитина вĕрентекен поэта халалланă кĕтес йĕркелерĕ. Унта ачасем поэт кĕнекисемпе, шкул ачисем тĕрлĕ çулта кăларнă хаçатсемпе, альбомсемпе, кăсăклă рефератсемпе паллашрĕç. Кăçал та 8-мĕш класра вĕренекенсем хăйсен пултарулăх ĕçĕсене хÿтĕлесе кĕтесе тата та пуянлатрĕç. Анастасия Бахитова пуян альбом пухнă. Анастасия Матвеева, Ксения Иванова буклетсем  хатĕрленĕ.  Лидия Александрова, Елизавета Казакова, Лариса Урмакова, Диана Выросова, Олеся Максимова ĕçĕсем те тĕрлĕ материалпа пуян.

       Анастасия Бахитовăпа Анастасия Матвеева республика шайĕнче иртекен «Хусанкай вулавĕсем- 2022» конкурса  та хаваспах хутшăнчĕç. 7-мĕш класра сăвă вулакансем хушшинче Александр Ларевпа Артем Тихонов палăрчĕç.  Халĕ ачасем Чăваш наци конгресĕ ирттерекен «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвă калакансен конкурсне  хутшăнма хатĕрленеççĕ.

       5-11 классем валли йĕркеленĕ  « Хусанкай – чăваш поэзийĕн çутă çăлтарĕ» викторинăна кашни класах хутшăнма тăрăшрĕ. Тĕрĕс  те туллии  хуравсем  паракансем хушшинче çак ачасем пулчĕç: Екатерина Матвеева, София Матюшкина (11 класс), Ксения Степанова, Валерия Максимова (10 класс), Раиса Шугурова (9 класс), Анастасия Бахитова, Анастасия Матвеева (8 класс). Çавăн пекех 5-мĕш класри Кирилл Хомуткин, София Степанова, 7-мĕш класри  Зот Степанов, Александр Ларев вĕренекенсен хастарлăхне те палăртса хăварас килет.

       Тăван халăхшăн ырă ĕç туса чапа тухнă çынсем çинчен вара кашнинех пĕлмелле. Ахальтен мар Чăваш Республикин пуçлăхĕ  Олег Николаев 2022 çула   Мухтавлă ентешсен Çулталăкĕ  тесе  Указпа çирĕплетрĕ.



23 января 2022
14:04
Хроника
Поделиться