Патăрьел районĕ
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Ксыл Чишмара врач амбулаторине юсаççĕ. Тĕплĕ юсав ĕçĕсене «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн сывлăх сыхлавĕн пирвайхи тапхăрне çĕнетессипе çыхăннă программипе килĕшуллĕн тăваççĕ. Асăннă сиплев учрежденине юсаса çĕнетме 7 миллион тенкĕ уйăрнă.
Сăмах май, районта сиплев учрежденийĕсене юсас тата çĕклес енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, çу уйăхĕнче Сăкăтра врач амбулаторине туса пĕтерме палăртнă. Кăçал çавăн пекех Патăрьелти тĕп больницăн поликлиника çуртне тата Тикешри фельдшерпа акушер пунктне çĕнĕ сăн кĕртме тĕв тунă.
«Юлашки вăхăтра сывлăх сыхлавĕнчи улшăнусем ял çыннисене медицина пулăшăвĕ парассине лайăх витĕм куреççĕĕ Медицина ĕçченĕсен ĕç условийĕсем лайăхланаççĕ. Çапла майпа демографи лару-тăрăвĕ лайăхланасса, ял çыннисен ĕмĕрĕ вăрăмланасса шанатпăр», - палăртнă райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.
Хыпар