Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Интернет-викторина «Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе пултарулӑхĕ»

Интернет-викторина «Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе пултарулӑхĕ»

Чӑваш Енре 2022-мӗш ҫула Сумлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫавна май республикӑн историйӗнче тарӑн йӗр хӑварнӑ паллӑ ҫынсене халалласа тӗрлӗ ӗҫсем ирттерме палӑртнӑ. Пултаруллӑ ҫынсенчен   пӗри – П. Хусанкай.

Кӑрлач уйӑхĕнче паллӑ чӑваш поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнӑранпа 115 çул çитет. Патӑрьелӗнчи централизациленĕ системинчи тĕп библиотека çак социаллӑ сетьре «Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе пултарулӑхĕ» интернет-викторина ирттерет. Викторина кӑрлач уйӑхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа 19-мĕшĕччен пырать. Пурĕ 15 ыйту. Викторина пĕтĕмлетĕвĕ тунтикун, кӑрлачӑн 24-мĕшĕнче, пулать.

Çĕнтеруçĕсене дипломпа хаклатпӑр. Дипломсем çинчен каярахпа тӗплӗнрех çырса пӗлтеретпӗр.

   Викторина ыйтăвĕсене çак ссылкăпа кĕрсе хуравлама пулать:

 https://vk.com/club157243387    



18 января 2022
13:35
2022 год
Поделиться