Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурте - малти вырăнсенче

 Чулхула облаçĕнчи Дзержинск хулинче шывра ишессипе чемпионат иртрĕ. Унта Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн 16 спортсменĕ явăçрĕ. Артем Путяков, Дина Хафизова, Ева Рубцова, Тимофей Иванов пĕрремĕш, Оля Краснова, Алсу Кучатова, Василиса Иванова, Азалия Салихова иккĕмĕш, Данил Иванов, Кристина Заббарова, Софья Яковлева виççĕмĕш, Самира Салихова тăваттăмĕш вырăнсене йышăнса савăнтарчĕç. Вĕсем пурте Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ.

 Çавăн пекех Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула çỹрекен Андрей Алексеев иккĕмĕш, Первомайскинчи вăтам шкулта пĕлỹ пухакан Кирилл Пашкин виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Ильнур Мухаметзянов, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Иван Иванов кăтартăвĕсем те савăнтараççĕ. Юхма Енпе Пăлаçи хĕрĕсемпе каччисем кирек хăш ăмăртуран та Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе килни кама хăпартлантармĕ-ха. Çак çитĕнỹре вĕсен тренер-преподавателĕсен С. Рубцовăпа В.Платоновăн тата ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхĕ курăмлă. Инçе çула ăмăртусене кайма вĕсем те нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Çĕнĕ çулта ачасем çĕнĕ çитĕнỹсемпе савăнтарасса шансах тăрас килет.

Авангард



14 января 2022
11:52
Хроника мероприятий
Поделиться