Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йошкар-Оларан çĕнтерỹпе таврăнчĕç

Йошкар-Олара акватлон енĕпе чемпионат иртрĕ. Унта пирĕн районти 8 çамрăк хутшăнчĕ. Кăтартăвĕсем каллех савăнтараççĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Ольга Краснова, Азалия Салихова, Полина Хураськина пĕрремĕш, Артем Путяковпа Катя Гаврилова иккĕмĕш, Софья Яковлева виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çакăнта В. Карягин, С.Рубцова, В. Платонов тренер-преподавательсен тỹпи пурах. Сăмах май, çакна та палăртмалла. Ку хутĕнче ăмăртăва явăçтарнă Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ĕçченĕсене Валерий Георгиевичпа Светлана Анатольевнăна та медальсем çаксах хавхалантарнă.

Авангард



14 января 2022
11:54
Хроника мероприятий
Поделиться