Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ижевскинче те начар мар ăмăртрĕç

Ижевскинче Раштав уявĕ ячĕпе ирттернĕ ăмăрту та кăмăла çĕклет. Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем кунта халиччен пĕр хутчен çеç мар хăйсен пултарулăхĕсене кăтартнă. Ку хутĕнче те вырăнти тата Мускав хулинчи шывра ишме юратакансене парăнтарма пултарчĕç. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен Артем Путяков, Ольга Краснова пĕрремĕш, Азалия Салихова, Андрей Сулагаев, Кристина Заббарова, Полина Хураськина иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Первомайскинчи вăтам шкулти Кирилл Пашкин виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Андрей Алексеевпа Софья Яковлеван та кăтартăвĕсем лайăх. Тимофей Ивановпа Самира Салихова ăмăртăва хутшăнаканнисенчен чи çамрăккисем пулчĕç. Вĕсене çавăншăн хавхалантарса парнесем пачĕç. Дина Хафизова, Даниил Иванов, Ильнур Мухаметзянов, Кира Рубцова вара ăмăртусене хутшăнма çĕнтерỹçĕсенчен хăнăхса пыраççĕ.

А. ИВАНОВА

Авангард



14 января 2022
11:56
Поделиться