Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул - лауреат

Ку чухнехи саманара информациллĕ çыхăну системипе - интернетпа - усă курасси анлăн сарăлнă. Кирек хăш çĕнĕлĕхе те, хыпара та ытларах ун урлă пĕлетпĕр. Çитĕнĕве кăтартас тесен ỹркенмелле мар. Кĕске информаци лартма кирек камăн та вăхăт тупма тăрăшмаллах. Анчах тепĕр чухне çакă çитмест. Хăш-пĕр предприятисен, организацисен, ял тăрăх администрацийĕсен, шкулсен интернетри сайчĕсем çĕнелсе тăманни палăрать. Ку енĕпе лайăх ĕçлекенсем те пур. Вĕсенчен тĕслĕх илмеллех. Акă, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул республикăри вĕрентỹ институчĕн мониторинг центрĕ йĕркеленĕ пĕлỹ паракан организацисен интернет тетĕлĕнчи официаллă сайчĕсен конкурсне хутшăннă. Унта 84 вĕрентỹ организацийĕ ĕç тăратнă. Çỹлерех асăннă шкул вара конкурс лауреачĕ пулса тăнă.

А. ИВАНОВА

Авангард



11 января 2022
09:17
Хроника
Поделиться