Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аварисен шучĕ те, вилекенсен йышĕ те чакнă

РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн ГИБДД пайĕ иртсе пыракан çулталăка начар мар кăтартупа вĕçлет. Унăн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх декабрĕн 25-мĕшĕ тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи çул çинче 32 аварие шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтри кăтартупа танлаштарсан (2020 çулта 51 авари пулнă) вĕсен шучĕ 37 процент чакнă. Çул çинчи инкексенче ултă çыннăн (2020 çулта 12 çын) пурнăçĕ татăлнă, 33-шĕ (2020 çулта 70 çын) аманнă. Районти çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн начальникĕ Алексей Юрьевич çакна республикăра, районта профилактика ĕçне вăйлатнипе, çав вăхăтрах çула тухакан водительсен те асăрханулăхĕ ỹссе пынипе çыхăнтарчĕ. Районти ГИБДД пайĕн ертỹçи кăçалхи кăтартусем лайăхланни Çĕнĕ çулта сотрудниксен йĕркене хавшатмалли сăлтав пулмалла маррине те пĕлтерчĕ.

Авангард



30 декабря 2021
08:38
2021 год
Поделиться