Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сумлă ята тивĕçрĕ

Çак кунсенче Раççейпе Палестина ачисем "Эпĕ Палестинăна ỹкеретĕп" конкурса хутшăнаççĕ. Акци Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕнче старт илчĕ тесен те йăнăш пулмасть пулĕ. Мĕншĕн тесен çак конкурса пуçарас шухăша М. Шакиров преподаватель çĕкленĕ.

Çавна май кунта право докторĕ, Чăваш Енпе Палестина халăхĕсем хушшинчи туслă çыхăнăва йĕркелесе пыракан Общество президенчĕ Фатхи аль-Балауи Бассам та килчĕ. Вăл малтанах ачасен ĕçĕсемпе паллашрĕ. Пултаруллисене дипломсемпе чысларĕ.

Çавăн пекех Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Раççей художникĕсен тата художник-педагогсен, геральдисчĕсен канашĕн членне, Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн преподавательне Мидхать Шакирова "Палестина çынни-2021" ята тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламларĕ. Çитĕнĕвĕсем нумай Мидхать Алимзяновичăн. Вăл кĕркунне культура министерстви ирттерекен професси ăсталăхĕн конкурсĕнче те пĕрремĕш степеньлĕ дипломат пулчĕ. Вĕренекенĕсем те тĕрлĕ конкурсра палăраççĕ.

Акцие хутшăннă ачасен татах та савăнăç пулчĕ. Вĕсене районти социаллă хỹтлĕх центрĕн директорĕ А.Воробьева çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламласа пылак кучченеçсемпе сăйларĕ. М.Шакировăн ывăлĕ Ленар Мидхатович та çитĕнекен ăру кăмăлне тупса парнесем пачĕ.

 Ăсталăх çурчĕн ĕçченĕсем савăк юрăсем шăрантарчĕç.

 А. АСТРАХАНЦЕВА

Авангард



27 декабря 2021
13:14
Поделиться