Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çимĕçĕсем тутлă, таварĕсем илĕртỹллĕ

 Кашни çынах Çĕнĕ çула тулăх сĕтелпе кĕтсе илме тăрăшать. Çавна май апат-çимĕç продукцийĕ хатĕрлекен предприятисенче вăй хуракансен çак кунсенче ĕç калăпăшĕ тата та ỹсет. Патăрьелĕнчи "Союз" пĕрлешỹ ĕçченĕсем те глазурьпе витнĕ чăрăш, кайăк-кĕшĕк кỹлепиллĕ, елка теттисемлĕ печенисем кăларма хатĕрленеççĕ. Ассортименчĕ халиччен те пуянччĕ-ха вĕсен. Куллен суту-илỹ лавккисене 120 тĕрлĕ продукци ăсанать. Халăхра çемçе те кăпăш булкăсене, батона, çăкăра, сухарие, кĕселе, пĕчĕк е пысăк кукăльсене, печение, пĕремĕке, круасана, зефира... кăмăлласах туянаççĕ. Çемçе апат-çимĕç хамăр районти райпо тата уйрăм çынсен лавккисене, кỹршĕллĕ Шăмăршă, Елчĕк, Тутарстанри Кайбицки, Çĕпрел районĕсене, Ульяновск, Шупашкар, Канаш хулисене тата ытти çĕре те ăсанать.

"27 çыннăн тăрăшуллă ĕçĕ çакă,- тет райпо канашĕн председателĕ Сергей Александрович Счетчиков. - Пĕçернĕ çимĕç тутлă та илĕртỹллĕ пултăр теççĕ вĕсем. Пылак линие хута яни, чĕркемсене çĕнетни, суту-илỹ маркине пăхăнни те тавар туянаканпа çывăхлатать. Суту-илỹ сентрисем çине паха продукци тухтăр тесе тăрăшатпăр.

Чăвашпотребсоюз правленийĕ йĕркеленĕ конкурсра Патăрьелсен тулă çăкăрĕ, "овсяное" печени пĕрремĕш, "ромашка" печени иккĕмĕш вырăнсене йышăнма пултарни те çакнах çирĕп- летет. Ассортимента çĕнетмешкĕн çулсерен пилĕк тĕрлĕ продукцие суту-илỹ сентрисем çине кăларса пыратпăр".

Çак кунсенче тепĕр савăнăç та çитрĕ: районти кооператив организацийĕ халăха çамрăк выльăхпа кайăк-кĕшĕк сутас енĕпе йĕркеленĕ республика конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнни паллă пулчĕ.

 Тăрăшуллă ĕç курăмлă. Кăçалхи 11 уйăхра "Союз" пĕрлешỹ ĕçченĕсем 32 тонна кондитер изделийĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăрта 31 тонна), 221 тонна çăкăр-булка (214) хатĕрлесе кăларнă.

Чĕр-тавара, çăнăха пĕрлешỹ шанчăклă поставщиксенчен çеç илет. Продукци пахалăхĕ çакăнтан та ытларах килет-çке. Çавна май хатĕр çимĕç лавккасен сентрисем çинче типсе выртмасть. Кăнтăрлахи е каçхи смена пĕçерсе кăларнă çăкăр, булка, кондитер изделийĕсене ирпе-ирех суту-илỹ точкисене ăсатаççĕ. Çуллахи вăхăтра кăмакаран тин пиçсе тухнă çимĕç туянакан патне çитиччен сивĕнсе те ĕлкĕреймест. Ун пек чухне техĕмлĕ шăрши тата кăмăла уçать.

Райпо системинчи е уйрăм çынсен лавккисем çук ялсене вара автолавкăпа тухаççĕ. Çакăншăн та туянакансем кăмăллă.

Çывăхри ялсенчен (Тăрăн, Тикеш, Кĕçĕн Патăрьел, Патăрьел) пĕрлешĕве уйрăм çынсем çăкăр туянма килнине те палăртмалла. Пасар кунĕсенче (ытларикунпа эрнекун) ыттисем те кĕрсе тухаççĕ. Продукци çемçе, хакĕ те вырăнта йỹнерех.

Юбилейсем, туйсем, асăну кунĕсем валли, çамрăк мăшăра пил парса кĕтсе илме кирлĕ çавра çăкăра пĕçерме ятарлă заказсем паракан та чылай.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Авангард



27 декабря 2021
13:13
2021 год
Поделиться