Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш, вырăс, тутар... - пурте туслă пурăнар

Декабрĕн 22-мĕшĕнче Наци тата конфесси хушшинчи хутшăнусемпе ĕçлекен канашăн пĕтĕмлетỹ ларăвĕ иртрĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем хутшăннă ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.

Мероприяти Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн çĕнĕ председателĕпе Светлана Кулаковăпа паллаштарнинчен пуçланчĕ. Рудольф Васильевич ăна саламланă май обществăлла ĕçре çитĕнỹсем сунчĕ.

РФ Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" уйрăмĕн полици начальникĕн çумĕ Алексей Быков Юхмапа Пăла тăрăхĕнче этноконфессие хирĕçле лару-тăрăва сирес тĕлĕшпе мигрантсемпе тата халăхпа туса ирттерекен профилактика мероприятийĕсем пирки чарăнса тăчĕ. Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлнă вăхăтри тĕн организацийĕсен ĕçĕсемпе Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн муфтин пĕрремĕш заместителĕ Ильяс хазрат Сафиянов паллаштарчĕ.

Районти централизациленĕ клуб системин директорĕ Наталия Алексеева сăмах илнĕ май районта пурăнакан халăхсен йăли-йĕркине, культурине, хутшăнăвне упрассишĕн, аталантарассишĕн тĕрлĕ мероприяти йĕркеленине палăртрĕ.

Наци тата конфесси хушшинчи хутшăнусемпе вăй хуракан канашăн секретарĕ, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе тимлекен пайăн тĕп специалист-эксперчĕ Полина Логунова канашăн çулталăкри ĕçне пĕтĕмлетрĕ, 2022 çула валли лартнă тĕллевсемпе паллаштарчĕ.

(Хамăр корр.)

Авангард



27 декабря 2021
13:12
Поделиться