Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕп финанс докуменчĕ района малалла аталанма пулăшĕ

Иртнĕ эрнере районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна унăн председателĕ - Патăрьел районĕн пуçлăхĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç.

Иртсе пыракан кивĕ çулталăка пĕтĕмлетекен ларура депутатсем вунă ыйту ("Авангард" хаçатăн декабрĕн 14-мĕшĕнчи номерĕнче сессин кун йĕркине туллин пичетленĕччĕ) пăхса тухрĕç. Сессинче пăхса тухнă тĕп ыйтусенчен пĕри - района пур енлĕн аталанма 2022 тата планпа пăхнă 2023 тата 2024 çулсем валли йышăннă бюджет. Унпа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова тĕплĕн паллаштарчĕ, малашнехи виçĕ çулта та бюджет политики районăн социаллă инфратытăмне аталантарас тĕллевпе ĕçленине палăртрĕ, çавна май район хыснине тупăш кĕртмелли мелсемпе туллин усă курмаллине асăнчĕ. Депутатсем бюджета пурте пĕр саслăн йышăнчĕç.

- Кăçал эпир мĕн пур отрасльпех хамăр умма лартнă тĕллевсене - федераци, республика программисене - пурне те пурнăçларăмăр. Çакă чăн малтанах пурте пĕр шухăшлă пулса тăрăшнинчен килчĕ тесе шутлатăп. Бюджета пахалăхлă тата вăхăтра пурнăçлани пире малашне те патшалăх умĕнче пысăк шанăç кỹрет, район халăхĕн пурнăçне тата ытларах хăтлăлатмалли майсене тупма пулăшать. 2021 çулта хамăр тăвакан тупăшсем пĕлтĕрхинчен 15,5 процент ỹсни те кăмăллă. Кăçал района 280 миллион тенкĕ ытла хушма тупăш кĕчĕ. Вĕсемпе те муниципаллă программăсене пунăçлама усă куртăмăр,-терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов депутатсене, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене пĕрлехи ĕçшĕн тав туса.

Район бюджетне йышăннă хыççăн районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Иван Соловьев та сăмах илчĕ. "Районта татса памалли ыйту сахал мар. Вĕсене пурне те пĕр çултах пурнăçа кĕртеймĕн. Ку тĕлĕшпе малашне те тĕллевлĕ ĕçлеме бюджет йышăнтăмăр. Çавăнпа та вырăнта проблемăсене татса парас, тĕрлĕрен программăна явăçас тесен чăн малтанах ял тăрăх пуçлăхĕсен хастарлăхне кăтартмалла. Ял аталанăвĕ вĕсенчен чылай килет",-палăртрĕ Иван Кириллович.

 Сессире район администрацийĕн ĕçсен управляющийĕ-организаципе тĕрĕслев ĕçĕсен тата вырăнти самоуправлени органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алина Ильина 2022 çулта муниципаллă округ тăвас йĕркепе тĕплĕн паллаштарчĕ, ыйтусене хуравларĕ.

Çулталăка пĕтĕмлетекен ларурах районта тирпей-илем енĕпе йĕркеленĕ конкурсра мала тухнисене те чысларĕç.

А. ЕГОРОВА

 

Авангард



22 декабря 2021
14:50
Поделиться