Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçĕсем курăмлă, халăхра хисеплĕ

Чăваш Ишек ялĕнчи клубра сумлă ентеше Лев Пантелеймонович Куракова асра тытса асăну каçĕ иртрĕ.

Лев Кураков - паллă ученăй тата общество деятелĕ. Вăл Чăваш Ишек ялĕнче 1943 çулхи январĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Канашри финанс техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Хусан патшалăх финанспа экономика тата Г.В.Плеханов ячĕллĕ Мускаври халăх хуçалăх институчĕсенче (аспирантурăпа докторантура) пĕлỹ пухнă.

 1968 çултан вара И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлеме пуçланă. Ассистентран пуçласа экономика факультечĕн деканне çитнĕ. 1990-2009 çулсенче университет ректорĕ, 1998-2000 çулсенче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕ пулнă. Маларах çур çул республика правительствин председателĕнче ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан вара Чăваш Енĕн общество пурнăçне хастар хутшăннă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Старейшинăсен канашĕн председателĕ пулнă. "Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен ассамблейи" регионти обществăлла организацине ертсе пынă.

Патшалăхăн чылай наградине тивĕçнĕ Лев Пантелеймонович. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн вĕрентỹ сферин премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин наукăпа техника облаçĕн тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕм чăвашсен наци премийĕсене, Çеçпĕл Мишшин премине....

Лев Кураков пурнăçран 2020 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче 78 çулта уйрăлса кайрĕ.

Асăну каçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Ыхра Çырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Фенил Алиуллов, Лев Пантелеймоновичăн мăшăрĕ Альбина Куракова, республикăри вĕрентỹ институчĕн ректорĕ, доцент, филологи наукисен кандидачĕ Юрий Исаев, право докторĕ, Чăваш Енпе Палестина халăхĕсем хушшинчи туслă çыхăнăва йĕркелесе пыракан общество президенчĕ Фатхи аль-Балауи Бассам, филологи наукисен кандидачĕ, писатель-журналист Лидия Филиппова, "Чувашия" патшалăх телерадиокомпанийĕн журналисчĕ Алексей Енейкин кинорежиссер хутшăнчĕç.

"Лев Кураков республикăшăн, Патăрьел районĕшĕн нумай ыррине турĕ. Тулли пурнăçпа пурăнчĕ. Çынна юратасси пысăкчĕ унра. Халăхшăн ĕçлессине мала хуратчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн аталанăвне виçесĕр пысăк тỹпе хыврĕ. Çавна май эпир унăн ятне ĕмĕрех асра тытма тивĕçлĕ",- терĕ Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче.

Лев Пантелеймонович пуçарăвне пула Турханта 14 хутчен Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери пленэр иртрĕ. Çавна май Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи, Беларусь тата Украина çĕршывĕсенчи паллă художниксем пĕр-пĕринче паллашса хăйсен ĕç ăсталăхне кăтартма пултарчĕç.

Лев Кураков Чăваш Ишек ялĕнче республикăри культурăпа патриотла центр тăвас тесе те сахал мар тăрăшрĕ. Кунта тĕлĕнмелле кану вырăнĕ çĕкленчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене асăнса лартнă палăк çумĕнче парк çĕкленчĕ.

Паллă академик яла кĕнĕ çĕрте лартнă стела пуçаруçи те пулнă.

Лев Пантелеймонович Чăваш Ен Раççейри (çав шутра Патăрьел районĕ те) чунпа пуян, ăслă регион шутне кĕтĕр тесе сахал мар тăрăшнă. Хăйĕн пĕтĕм вăй-халне панă, ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртнĕ. Çĕнĕ шухăшĕсемпе малашлăх тĕллевĕсем татах та пурччĕ унăн. Нумайăшĕ ăна вĕрентекен, наставник пек асра тытаççĕ. Пулăшу кирлисене яланах алă тăсса панă вăл. Хăйĕн ачалăхĕ йывăрпа иртнĕрен нумай ачаллисене, хỹтлĕх кĕтекенсене пулăшма май тупнă. Хăй вăйĕпе çитĕнсе хисепе тухнă вăл.

"Халăха хисеплекен яланах телейлĕ" фильма пăхни пурне те тыткăнларĕ. "Чăвашкино" киностуди ушкăнĕ ăна 2 çул ỹкернĕ. Фильм геройĕ - Лев Пантелеймонович - хăй те унта хастар хутшăннă. Анчах ĕçе халăх çине кăларнине кураймарĕ.

Çавра сĕтел хушшинче Лев Пантелеймоновичăн "Эпоха разума, гуманизма и чести" çĕнĕ кĕнекине презентацилерĕç. Академик ăна хăй те кураймарĕ, ал çырăвне çеç хăварайнă. Çемйи пуçарăвĕпе пичетленсе тухнă вăл.

Фойере Л.Кураковăн наука ĕçĕсен, кĕнекисен выставки ĕçлерĕ. Çавăн пекех Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей художникĕсен тата художник-педагогсен, геральдисчĕсен канашĕн членĕ, Патăрьелĕнчи ачасен ăсталăх шкулĕн преподавателĕ Мидхат Шакиров "Л.П.Куракова асра тытакан вырăнсем" ятпа йĕркеленĕ ỹкерчĕксен выставкипе те асăну каçне пухăннисем кăмăлтан паллашрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Авангард



22 декабря 2021
14:48
Хроника мероприятий
Поделиться