Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш, вырăс е тутар, эпир пурте пĕр кăкран

Иртнĕ эрнекун районти централизациленĕ клуб системинче "Эпир пурте пĕр кăкран" ("Мы - ветви одного дерева") фестиваль иртрĕ.

Халăх пултарулăх ушкăнĕсен ăсталăхне хак паракан проект авторĕ - Хирти Пикшикри халăх театрĕн ертỹçи Дания Салахова. Проект 2019 çулта Раççейре "Чи лайăх муниципаллă практика" конкурсра чи лайăххисен шутне кĕнĕ, 2020 çулта та республикăри конкурсра çĕнтерсе Президент грантне тивĕçнĕ. Кăçал вара çакна шута илсе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çуралнă фестиваль республика шайне тухрĕ. Унта тăхăр районти пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç, чăваш, вырăс, тутар, ирçе халăхĕсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç.

Наци культурисен III фестивальне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уçрĕ, халăх йăли-йĕркине тытса пыракансене тав турĕ, ырă йăлана çул парса пĕр кăкри халăхсен яланах пĕрле пулмаллине каларĕ. Мероприятие хутшăннисене Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев тата ытти сумлă хăнасем те саламларĕç.

Коллективсен пултарулăхне тỹресем тĕрлĕ номинаципе хакларĕç, çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе чысларĕç. Çакна та палăртма кăмăллă: Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи уйрăм артистсем, юрă-ташă, фольклор ушкăнĕсем те чылай призлă вырăна çĕнсе илчĕç.

Фойере алă ăстисен куравĕ те фестиваль сĕмне пуянлатрĕ. Мастер-класа хутшăннă хастарсене те жюри членĕсем тĕрлĕ номинаципе хавхалантарчĕç, пултарулăхшăн тав турĕç.

А. НИКОЛАЕВА

 Авангард



22 декабря 2021
14:47
Хроника мероприятий
Поделиться