Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнни инкекрен сирĕ

 Кирек мĕнле инкек те куçа курăнса килмест. Пушарпа çыхăнни те çавах. Анчах та унтан сыхланасси, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси кашнийĕн тивĕçĕ пулмалла. Районта та уйрăм хуçалăхсенчен тухакан пушарăн сăлтавĕ чылай чухне çынсем вут-кăварпа асăрханусăр пулнинче, хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнинче.

Инкекпе çыхăннă лару-тăруран сыхă пулма асăрхаттарас тĕллевпе эпир тăтăшах Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсене тухса çỹретпĕр, пĕччен пурăнакан ватăсемпе, ăнăçсăр, нумай ачаллă çемьесемпе профилактика калаçăвĕсем ирттеретпĕр. Пушартан сыхă пулма чăн малтанах çаксене пăхăнмалла: кашни килте е организаци-предприятире огнетушитель тата унпа усă курма пĕлни кирлĕ; газ тата ăшă приборĕсене çутсан тимлĕхсĕр хăварма юрамасть; электропроводкăсем юсавлă пулмалла; пĕр розеткăна темиçе электроприбор чикни те хăрушлăхпах çыхăннă; хутмалли кăмакасене тимлĕхре тытмалла, мунча хутнă чухне кăмакара çунакан вутта никамсăр пăрахса хăвармалла мар!

Паянхи куна районта 56 пушара шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра çакнашкал 60 тĕслĕх пулнă. Вут-çулăм инкекĕнче пилĕк çын суранланнă, тăваттăшĕн пурнăçĕ (пурте Алманчăри пушарта вилнĕ) вăхăтсăр татăлнă. Пĕлтĕр 2 çын суранланнă, пĕри вилнĕ.

Инкекĕ пурин те пĕрешкел пулсан та, сăлтавĕ тĕрлĕрен. Ку таранччен шута илнĕ пушарсенчен электроприборсемпе тĕрĕс мар усă курнăран 21, вут-кăварпа асăрханусăр пулнăран 17, кăмакасемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманран 5 тĕслĕх пулнă. Уйрăм хуçалăхсенче 31, агропромышленность комплексĕнчи объектсенче 7 пушара шута илнĕ. Вĕсенчен 41-шĕнче çурт-йĕр тĕпĕ-йĕрĕпех кĕлленнĕ, 31-шĕнче пысăках мар сиен кỹнĕ.

Ял тăрăхĕпе илес пулсан кăçал Шăнкăртамра 9, Туçара - 6, Патăрьелпе Пикшикре - 5-шер, Çĕнĕ Ахпỹртпе Первомайскинче 4-шар пушар пулнă.

Пушар вăрă мар, вăйлă алхаснă вăхăтра вăл нимĕн те хăвармасть. Çавăнпа та çакăн пек инкек-синкекрен чăн малтанах хамăрăн питĕ тимлĕ пулмалла. Уйрăмах хĕллехи тапхăрта хутса ăшăтмалли приборсемпе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Халĕ, акă Çĕнĕ çул тата Раштав праçникĕсем çывхарса килеççĕ. Çутă та хаваслă уявсем кашни çемьене савăнăç çеç илсе килччĕр тесен каллех çутатакан приборсемпе, фейерверксемпе усă курнă чухне питĕ асăрханмалла. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче, ытти чухне те çул çитмен ачасене килте хăйсем тĕллĕн çеç хăварни те хăрушлăхпах çыхăннă.

А. ТУКМАКОВ, районти пушар надзорĕн тата профилактика ĕçĕн пай начальникĕ

Авангард



17 декабря 2021
13:52
2021 год
Поделиться