Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерỹçĕсем - Юхма Ен хастарĕсем

 Туçара районти шашка ăмăртăвĕсен призерне, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан 75 çулхи юбиляра Александр Фролова сума суса шашка турнирĕ иртрĕ. Унта Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи çак вăййа кăмăллакан 23 спортсмен явăçрĕ. Пĕрремĕш вырăна Тикеш ялĕнчи Владислав Антонов, иккĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕнчи спорт мастерĕн кандидачĕ Владислав Григорьев, виççĕмĕшне спорт мастерĕн кандидачĕ, районти шашка федерацийĕн председателĕ Николай Федоров йышăнчĕç.

 Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем турниртан дипломсемпе, парнесемпе таврăнчĕç.

 А. ИВАНОВА.

Авангард



17 декабря 2021
13:58
Поделиться