Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Хĕрлĕ Хĕрес" социаллă ыйтусене татма пулăшĕ

Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Пĕтĕм Раççейри "Раççей Хĕрлĕ Хĕресĕ" общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертỹçин çумĕпе Ольга Абукинăпа тĕл пулнă.

Ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çỹлерех асăннă организацин уйрăмне йĕркелес, пĕрремĕш пулăшу парас тĕллевпе вĕрентỹ ирттерес, инвалидсемпе ватăсен сывлăхне çирĕп- летес тĕлĕшпе медицина техника хатĕрĕсен прокат пунктне уçас ыйтусене сỹт- се явнă. Çавăн пекех йывăр чирлĕ çынсене пăхас тĕлĕшпе вĕсен тăванĕсемпе тата социаллă ĕçченсемпе вĕрентỹ йĕркелессине те уçăмлатнă.

А. ИВАНОВ

Авангард



17 декабря 2021
13:48
Поделиться