Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аталану çул-йĕрне уçăмлатнă

Район пуçлăхĕ Николай Тинюков тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пынипе декабрĕн 15-мĕшĕнче Патăрьел районĕн делегацийĕ Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн черетсĕр VIII съездне хутшăннă.

Съездра Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Лев Рафинов административлă реформа ыйтăвĕпе хăйсен опычĕпе паллаштарнă. Кăçал çакнашкал çĕнĕлĕхе Çĕмĕрле тата Красноармейски районĕсенче пурнăçа кĕртнĕ. Вĕсен тĕслĕхĕпе малашне республикăри ытти районсенче те, вăл шутра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те, муниципаллă округ тумалла.

Çавăн пекех съездра Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн уставне улшăнусем кĕртнĕ, ревизи комиссийĕн правленине суйланă. Сăмах май каласан, пирĕн районти Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Раськина Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн йышне, Патăрьел ял тăрăхĕн пуçлăхне Николай Ялукова ревизи комиссийĕн йышне кĕртнĕ.

Правлени ларăвĕнче Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн ĕç тăвакан директорĕ пулма Александр Николаевич Кузнецова çирĕплетнĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Авангард



17 декабря 2021
13:50
Поделиться