Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăхĕ аталанни пурăнма хавхалантарать

Хальхи вăхăтра патшалăх ялта пурăнма çынсене хăтлă услови туса парас тĕллевпе сахал мар тимлет. Çакна районти ял тăрăхĕсенче канма, сывлăха çирĕплетме, çамрăксене ăс-тăн тĕлĕшĕнчен аталанма çулсеренех вăя кĕрсе пыракан программăсем те çирĕплетеççĕ. Иртсе пыракан çулталăкра Нăрваш Шăхальсем те хăйсен хутлăхне кĕрекен ялсен инфратытăмне çĕнетес тĕллевпе сахал мар тăрăшнă. Ку тĕлĕшпе вĕсем халăх пуçарăвĕпе туллин усă курнине те палăртса хăвармалла. Çак кунсенче пирĕн хаçатăн сотрудникĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Николай Никандрович Раськинпа тĕл пулнă, вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕ-хĕлĕ, Çĕнĕ çул умĕнхи кăмăл-туйăм пирки калаçу пуçарнă.

 - Николай Никандрович, коронавирус чирĕ чылай ĕçе пурнăçлама чăрмантарчĕ пулин те сирĕн çывхарса килекен çулталăка хавхаланса пуçлама сăлтавсем çук мар. Ял хăтлăхĕпе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем пирки тĕплĕнтерех чарăнса тăрăр-ха?

- Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăннине шута илсе вĕсене канма, сывлăхне çирĕплетме кирлĕ услови туса парасси - пирĕн тĕп тĕллев. Çак сăлтавпах кăçалхи май уйăхĕнче федераци программипе килĕшỹллĕн (10 миллион тенкĕ ытла) Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртне тĕпрен юсама пикентĕмĕр. 1978 çулта хута янăранпа та ăна çĕнетмен. Паян вăл чăнласах та тул енчен те, шалтан та илĕртỹллĕ. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче ял вулавăшĕ, врач офисĕ вырнаçнă. 250 вырăнлă çĕнетнĕ культура вучахне ял халăхĕпе пĕрле Çĕнĕ çул умĕн уçасшăн. Шанас килет, пурне те сехĕрлентерекен усал чир лăпланнă хыççăн кунта культура мероприятийĕсем тата анлăрах иртĕç.

Пуçару бюджечĕпе кăçал Нăрваш Шăхалĕнчи масар картине йĕри-таврах профнастилпа тытрăмăр. Пĕлтĕр çак ялти ирĕклĕ пушар хуралĕн çурт тăррине çак меслетпех çĕнетнĕччĕ. Сăмах май каласан, ăна эпир хамăр вăйпа тытса тăратпăр. Ю. Крыловпа Ю. Капитонов тăрăшулăхне пула пушар сỹнтерекен автомашина яланах юсавлă.

Ял тăрăхĕ пăхса тăракан çулсене тирпейлесе пырасси те администрацин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Кирек мĕн каласан та ял халăхне чăн малтанах çул ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Ку тĕлĕшпе пирĕн хутлăхра ăна 95 процент пурнăçланă темелле. Кăçал Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Ырзем урамне вак чул сарса тирпейлерĕмĕр. Пĕчĕк тăкăрлăксенчи çулсене çеç юсамалли юлнă. Пĕрлех ялсенчи урамри çутă ыйтăвне те татса пыратпăр.

- Эсир ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çăмăл мар "лавне" кỹлĕннĕренпе ултă çул та иртрĕ. Историшĕн вăл нумай тапхăр мар темелле. Çапах та çак вăхăтра тăван тăрăх аталанни, çĕнелни куç кĕрет...

- Тĕрĕсех. Ялта пушă çуртсем йышланса пыни пăшăрхантарать паллах. Çав вăхăтрах çемьесем кил-çуртне, хуçалăхне çĕнетни, капăрлатни ял пурăннине, аталаннине çирĕплетет. Хальхи вăхăтра 30 çемье ытла пурăнакан Апрушнай ялне газ çитмен пулин те (ку ыйтупа ĕçлетпĕр) кунта пурăнакансем ял илемĕшĕн чылай тăрăшаççĕ. Хăйсен хастарлăхĕпех вĕсем ял варрине часовня лартрĕç, масар картине çĕнетрĕç, кỹлĕсене тасатрĕç тата ытти те. Григорий Шалтынов староста хисепĕпе витĕмĕ пысăк пулнăранах Апрушнайсем тирпей-илемпе çыхăннă кирек мĕнле ĕçе те кар тăрса пурнăçлани кăмăллă.

Халăх вĕрсен хапхана та уçма пулать теççĕ. Нумай çул хута каяймасăр ларнă Нăрваш Шăхалĕнчи чиркỹ паян Турра ĕненекенсене йышăнма пултарнинче те ял çыннисен пулăшăвĕ пысăк. Вырăнтах социаллă культурăллă ытти объектсем - ФАП, клуб, шкулпа ача сачĕ, чиркỹ, почта çыхăнăвĕ, апат-çимĕç, промышленность таварĕсен магазинĕсем те ĕçлеççĕ. Çак хăтлăхсем те ял çыннисемшĕнех.

- Николай Никандрович, ялсен инфратытăмĕ çĕнелсе пынипе пĕрлех Çĕнĕ çула пысăк ĕмĕт-шухăшпах кĕтсе илетĕр пулĕ тетĕп. Çитес çулхи ĕç планне кĕртнĕ хăш-пĕр самантпа палаштараймастăр-и?

 - Хальхи вăхăтра чуна ыраттаракан ыйтусенчен пĕри - Нăрваш Шăхальте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка юсасси. Ку тĕлĕшпе программăн иккĕмĕш тапхăрне хутшăнса ăна тĕпрен çĕнетесшĕн, центрти çак территорие хăтлăлатсшăн. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем спортпа туслă. Çитĕнекен çамрăк ăрăва малашне те сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас, сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе спорт комплексне тума федераци программине кĕресшĕн.

- Тавах сире калаçушăн. Ĕмĕтленекен ыйтусене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп.

А. ЕГОРОВА калаçнă

 

Авангард



14 декабря 2021
10:02
Хроника
Поделиться