Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Райпо канашĕн председателĕ - Сергей Счетчиков

Декабрĕн 8-мĕшĕнче Патăрьел райповĕн уполномоченнăйĕсен черетсĕр пухăвĕ иртнĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Людмила Абрамова тата Патăрьел райповĕн представителĕсем хутшăннă.

Пухура 5 ыйту пăхса тухнă. Мандат комиссийĕ пирки мандат комиссийĕн председателĕ Татьяна Мефодьева тухса калаçнă. Патăрьел райповĕн кăçалхи 10 уйăхри ĕç-хĕлĕпе Патăрьел райповĕн канашĕн председателĕ Константин Паденев паллаштарнă. Вăл суту-илỹре кил-хуçалăхра, пурнăçра кирлĕ таварсем сутма тăрăшнине, пĕрлех Чăвашпотребсоюз йĕркелекен тĕрлĕ конкурса хутшăннине пĕлтернĕ. Организаци 2021-2025 çулсенче потребитель кооперацине аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн ĕçленине палăртса хăварнă.

Райпо канашĕн председателĕ Константин Паденев ĕçрен кайнă май çĕнĕ ертỹçĕ пулма Сергей Счетчикова суйланă. Райпо уполномоченнăйĕсем уншăн пĕр саслăн сасăланă. Сергей Сергеевич ку отрасльте çĕнĕ çын мар, вăл маларах "Союз" пĕрлешỹ директорĕнче тăрăшнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов Сергей Счетчикова çĕнĕ должноçа пуçăннă ятпа саламланă, ĕçре çитĕнỹсем суннă.

 О. ПАВЛОВА

Авагард



14 декабря 2021
10:01
2021 год
Поделиться