Ултă ФАПпа пĕр шкул
Патăрьел районĕнче пĕр кунра, раштавăн 6-мĕшĕнче, çĕнĕ йышши 6 фельдшерпа акушер пункчĕ тата юсав хыççăн 1 шкул уçăлнă.
3 ФАП – Терĕньелти, Пĕчĕк Патăрьелти, Тăрăнти - Тăрăн ял тăрăхне кĕреççĕ. Ишлĕ, Каншел ялĕсенче пурăнакансем патне те ку савăнăç çитнĕ. Районти чи пысăк салан Шăнкăртамăн çĕнĕ микрорайонĕнче вара амбулатори уçăлнă. Унта 2 пине яхăн çын медпулăшу илме пултарĕ. Халăха пĕтĕмĕшле практика врачĕ тата педиатр йышăнĕç, гинеколог палăртнă кунсенче килсе хĕрарăмсен сывлăхне тĕрĕслĕ. Амбулаторире процедура пулĕмĕ те хута каймалла.Унтах юн пама май пулĕ. Çавăн пекех вакцинаци тумалли, ЭКГ, кăнтăрлахи стационар ĕçлеме тытăнмалла.
Савăнăçлă тепĕр пулăм та Шăнкăртампа çыхăннă, 1-мĕш шкул çурчĕ çумне тĕксе хăпартнă çурта хута янă тата капиталлă юсав ĕçĕсене вĕçленĕ. Виçĕ хутлă хушма çурт туни 120 ача валли вырăн хатĕрлеме май панă. Шкул 6 класпа, хушма пĕлу илме май паракан пулĕмсемпе, интерактивлă классемпе, спорт залĕпе пуянланнă. Ачасем унччен икĕ сменăпа вĕреннĕ пулсан, халĕ – пĕррепе. Шкулăн тĕп çурчĕ те кивелнĕ. Çавăнпа кăçал ăна тĕпрен юсама йышăннă, 60,5 миллион тенкĕ уйăрнă. Халĕ пĕтĕмпех çĕнĕ, хăтлă. Ку ĕçсене «Вĕренту» наци проекчĕпе килĕшуллĕн пурнăçланă.
Хыпар