Патăрьел районĕ
Районти «Çăкăр» историпе этнографи музейĕ ал ĕçĕсен «Сехет 12 шаккасан» конкурсне ирттерет. Ăна халăх пултарулăхне аталантарас, талантлă ачасене хавхалантарас, йăла-йĕркене упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса усĕме пăхмасăр - ача садне çурекенсенчен пуçласа аслă усĕмрисем таранах - хутшăнма пултараççĕ. «Çĕнĕ çул сехетне» хатĕрлеме кăмăл тăвакансем ăна кирек мĕнле материалран та ăсталама пултараççĕ. Ĕçе пĕччен те, ушкăнпа та пурнăçлама юрать.
Хыпар