Çĕнелет Çĕньял ял тăрăхĕ

 Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп тĕллевĕ - çынсене пурăнма хăтлă услови туса парасси, халăх пуçарăвне шута илсе яла тирпей-илем кĕртесси. Ку тĕлĕшпе Çĕньял ял тăрăхĕ тулли хăватпа ĕçлесе пырать. Çакна район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Мария Мадюковăпа тата районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕпе Алина Антоновапа тĕл пулнă вăхăтра та палăртрĕ. Çак кунсенче вара район ертỹçи вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе ял тăрăхнех çитсе курчĕ.

Юлашки çулсенче Çĕньял ял тăрăхĕ чылай çĕнелсе улшăнчĕ. Ырă та пархатарлă ĕçсене хальхи вăхăтра çăмăллăнах пурнăçа кĕртсе пынин сăлтавĕ - ял администрацийĕ депутатсемпе, старостăсемпе, пуçару ушкăнĕпе пĕр вăй пулса халăха ертсе пыма пĕлнинче. Вĕсем ял тăрăхĕнчи виçĕ ялĕнче те масар йĕри-таврашне йĕркене кĕртрĕç, пĕрлехи вăйпах часовньăсем çĕклерĕç. Урамсенчи çулсене тирпейлес, парксене хăтлăх кỹрес тĕлĕшпе те çак хутлăхра халăх вăйĕпе пысăк ĕç туса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе малашлăх тĕллевĕсем те пысăк.

2021 çул Çĕньялсемшĕн ырă пулăмсемпе паллă пулса юлчĕ. Çăл Атăкри часовньăпа купель территорийĕнчех яла пуçласа яракан хастарсене асра ытса тата сума суса, ун хыççăнах Çĕньялта ракетчик-ветерансене чыс туса (вĕсем пирки "Авангард" хаçатра çырнăччĕ) палăксем лартрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова пĕлтернĕ тăрăх çак лапам малашне туристсемшĕн, тĕнче шайĕнче палăрнă ентеш-поэтăн - Геннадий Айхин - çуралнă çĕршывне хапăл тăвакансемшĕн, илĕртỹллĕ те пĕлтерĕшлĕ вырăн пултăр тесе çĕнĕ аллея йĕркелесшĕн, территори патне пыракан çулсене йĕркене кĕртесшĕн, кỹлĕ таврашне те хăтлăлатасшăн тата ытти те. Çак ĕçсене те халăх вăйĕпе пурнăçлассине пĕлтерчĕ ертỹçĕ.

Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнчех район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов патшалăх программипе, халăх хастарлăхĕпе юсаса çĕнетнĕ культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çĕньялсем чăваш халăхĕн ĕлĕкхи йăли-йĕркине, халăхăн культурине сыхласа упрас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса пынине, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова ертсе пыракан "Местный дом культуры"-"Караван искусств" федераллă проектпа килĕшỹллĕн куçса çỹрекен куравра хастарлăх кăтартнине те палăртрĕ. "Пĕрлехи вăйпа çеç мĕн пур йывăрлăха парăнтарма пулать. Эсир ыттисемшĕн ырă тĕслĕх",-терĕ вăл общество хастарĕсене тав сăмахне çитернĕ май.

А. НИКОЛАЕВА.

Авангард



03 декабря 2021
09:29
Хроника
Поделиться