Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шывсăр пурнăç çук

 Çын пурнăçĕнче шыв пысăк вырăн йышăнать, вăл организмра та 70 процента яхăн. Апат çимесĕр этем чылай вăхăт пурăнаять пулсан, шĕвексĕр вăтамран 5 кун çеç тăраять. Ку сывлăш температуринчен те килет. Ахальтен мар ĕнтĕ пуш хирте куçса çỹресе пурăнакан бедуинсем шыва ылтăнран та ытларах хакланă. Пирĕн тăрăхра вăл пур-ха, анчах юлашки çулсенче çулла шăрăх та типĕ килнипе тата çумăр сахал çунипе пусăсенче сахалланма пуçларĕ. Кăçал та нỹр пит пулмарĕ. Çавăн пекех пирĕн тăрăхри шыв санитари нормине те тивĕçтерсех çитереймест. Унăн пахалăхĕпе вара çыннăн сывлăхĕ те тỹрреммĕнех çыхăннă.

Республикăн кăнтăр районĕсенче пурăнакансем патне таса шыв илсе çитерессипе кăçал "пăр хускалчĕ". Тĕрĕссипе, ку ыйтупа 2005 çултах ĕçлеме пуçланăччĕ: шыв управне Шăмăршă районĕнчи Хырла юхан шывра турĕç. Насус станцийĕсене вырнаçтармалла, пăрăхсем хумалла чухне ĕç вăхăтлăха чарăнса ларчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020 çулта шыв ыйтăвне тепĕр хут хускатрĕ.

Шăмăршă, Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчи халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси хальхи вăхăтра "Таса шыв" федераци проектĕнчи "Çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланать.

Хырлари управран килекен шывпа 74 ял, 48 пин çын усă курма пултараççĕ. Шыв çулĕн тăршшĕ 300 çухрăм ытла (районта 155 çухрăм) тăсăлмалла. Ĕçе 11 тапхăрпа йĕркелеме палăртнă, унтан 8-не пирĕн районта пурнăçламалла.

Хальхи вăхăтра "ПМК-Проект" тулли мар яваплă пĕрлешỹ пĕрремĕш тата тăваттăмĕш йỹпписене тума проектпа смета документацийĕсене хатĕрленĕ.

Пĕрремĕш комплекспа Шăмăршă управĕнчи шыв Сăкăта, Шăнкăртама, Патăрьелне çитмелле, ăна валли пăрăхсем хывма пуçланă. Сăкăт ял тăрăхĕнче насус станцине хăпартаççĕ. Çак ĕçсене пурнăçа кĕртессишĕн "Куçса çỹрекен механизациленĕ 8-мĕш колонна" яваплă.

Тăваттăмĕш комплекса хута ярассишĕн "Спецстрой" пĕрлешỹ тăрăшать. Вĕсем шыв пăрăхĕсене Патăрьелĕнчен Пăлакассине, Козловкăна, Кивĕ Ахпỹрте, Туçана, Анат Туçана, Кĕçĕн Шăнкăртама, Тутар Тимешне, Кивĕ Катеке, Çĕнĕ Ахпỹрте, Вăтаелне çити тăсаççĕ. Пĕрлешỹре тăрăшакансем ĕçе палăртнă вăхăтра пурнăçлассишĕн иртен пуçласа каçченех тăрăшаççĕ.

Хальхи вăхăтра 5-мĕш тата 8-мĕш йỹпĕсен проект ĕçĕсене "НИИПРИИ "Севзапинжтехнология" пĕрлешỹ хатĕрлет. Пиллĕкмĕш комплекс Кзыл Камыш, Нăрваш Шăхаль, Вăрманхĕрри Шăхаль, Çĕньял, Çăл Атăк, Каншел ялĕсене таса шывпа тивĕçтермелле. Саккăрмĕшпе Тăрăна, Еншике, Хирти Пикшике, Кĕçĕн Арапуçне, Именкассине, Тикеше çити пăрăхсем хываççĕ. Çавăн пекех виççĕмĕш тата улттăмĕш йỹпсен проекчĕпе те "ИНТЕРЭКСПО-ТРЕЙДИНГ" пĕрлешỹ ĕçлеме пикеннĕ. Проектсене хатĕрлесе çитерсен Тутар Сăкăт, Алманчă, Кзыл Чишма, Первомайски, Çĕньял, Турхан, Шăхач, Аслă Чемен, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ ял тăрăхĕсенчи халăх патне таса шыв илсе килекен пăрăхсене хураççĕ.

Çын хăйĕн ĕмĕрĕнче вăтамран 35 тонна шыв ĕçет тесе çирĕплетеççĕ тĕпчевçĕсем. Сахал мар ку! Вăл пахалăхлă пулсан пушшех те аван. Эппин, малашне эпир те, республикăн кăнтăр районĕнче пурăнакансем, тăрă та таса шыв ĕçсе ăша кантарма пултарăпăр.

 О. ПАВЛОВА

 

Авангард



30 ноября 2021
09:48
Хроника мероприятий
Поделиться